Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарма (тĕпĕ: тар) more information about the word form can be found here.
Вӑл Укахви кинеми сӑмахне вӗҫне ҫитичченех итлесе пӗтереймерӗ, ҫӗр тӗпне анса каясла аванмарланнӑскер, килне кӗрсе тарма васкарӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шалта юлнӑ икӗ варрине милицие илсе ҫитерсенех Демахин, леш фуфайка кӗсйинчи квитанци ҫинчи адрес тӑрӑх кайса, виҫҫӗмӗшне, малтан чӳрече витӗр тухса тарма ӗлкӗрнине, тытса пынӑ.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Анчах ниҫтан та тухса тарма пултарайман вӗт-ха вӑл! — тенӗ Демахин.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чӑн малтан вӑл мастерской пӳлӗмӗнче леш тарма ӗлкӗрнӗ вӑрӑ пӑрахса хӑварнӑ кивӗ фуфайкӑна тупнӑ.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл каялла больница ҫурчӗ патнелле чупса ҫитнӗ вӑхӑтра тепӗр чӳрече умӗнчи решетке ҫӗкленме пуҫланӑ — тепӗр вӑрри тухса тарма тытӑннӑ.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсем туслӑ пулнӑ пулин те, Петрянкин пӗррехинче Етӗрне ҫулӗ ҫинче «иккӗлентерекен» грузовике чарса автоинспенцине илсе пыни, ҫав машинӑн «хуҫи», темле вӑрӑ-рецидивист, пит ӑста тарма пултарни ҫинчен Орлов нимӗн те пӗлмен.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи кайӑк ҫуначӗсене кӗлетки ҫумне ҫат! ҫыпҫӑнтарса кӗр калчи пусси ҫине чу-у! тӑрӑнчӗ те йӑвине кӗрсе тарма ӗлкӗреймен мӗскӗн шӑшие чӗрнипе ҫаклатса тӗпсӗр тӳпенелле ҫӗмрен пек вӑшлатса хӑпарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Паракантан илме, ҫапаканран тарма хушнӑ ваттисем.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тарма хӑтланчӗ, — пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме хӑранӑн, хӑшместӗр вырӑнне хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ах, ҫапрӗ, ҫапрӗ! тесе кӑшкӑрса ярать те Юман тарма пуҫлать.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урамсемпе, тӑкӑрлӑксемпе ачасем, хӗрарӑмсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тарма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кантӑкран тухса тарма ҫук, ҫӳллӗ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу упаран тарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хайхи тарма ҫук-ши тесе ун-кун пӑххалама тытӑнтӑм.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуянсемпе ытти пусмӑрҫӑсем ытла хӗснине чӑтаймасӑр ҫынсем вӑрмансене тарма тытӑннӑ, ирӗк пурнӑҫ шырама пуҫланӑ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем килтен-киле ҫӗмӗрсе ҫӳрерӗҫ, ҫынсене лаппа хӑвала-хӑвала тухрӗҫ, тарма тӑнисене ҫака-ҫака хучӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах та ку тухса тарма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлӑнӑҫа туйса илни, хӑй вӑйне туйса илни васкама чӗнчӗ, тарма хушрӗ…

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗри тӳрех ним айӑпсӑр карчӑк ҫине хаплатса сиксе ларчӗ, тепри тарма тӑнӑ Укаслу хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫак карчӑкӑ тем сӑмах каласа вӑрҫма, таҫта тухса тарма хатӗрччӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed