Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарас the word is in our database.
тарас (тĕпĕ: Тарас) more information about the word form can be found here.
Эс, тен, айӑплӑ та мар пулӗ, анчах темшӗн санпа телефонпа калаҫнӑ чухнех тӗшмӗртрӗм: кунпа пурнӑҫ тӑвасси пулмасть пуль, кун тарас шухӑш кӑна пуль пуҫӗнче терӗм.

Может ты и не виноват, но я ещё когда по телефону с тобой разговаривала, поняла, не получится у нас с тобой ничего, подумала, что у тебя в голове только мысль сбежать.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Эпӗ аяккалла тарас тенӗччӗ, анчах урасем хӑйсемех мана кунталла сӗтӗрсе килчӗҫ.

— Я и хотел убежать, да только ноги сами привели меня сюда.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пирӗн ҫине кам та пулин пӑхса тарас пулсан, тӗлӗнсех каймалла.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Аннене тытрӗҫ пулас, ман ӑҫталла тарас?» — вӗлтлетсе илчӗ Энтрей пуҫӗнчи шухӑш.

«Маму, кажется, поймали, мне куда бежать?» — мелькнула мысль в голове Андрея.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

39. Патша ҫулпа иртсе пынӑ чухне вӑл ӑна кӑшкӑрса каланӑ: санӑн чуру ҫапӑҫура пулнӑччӗ, пӗр ҫын, айккинче тӑраканскер, ман патӑма ҫын илсе пычӗ те каларӗ: «хуралласа тӑр ҫакна; вӑл тарас пулсассӑн санӑн чуну ун чунӗ вырӑнне пулӗ е санӑн пӗр талант кӗмӗл виҫсе пама тивӗ» терӗ.

39. Когда царь проезжал мимо, он закричал царю и сказал: раб твой ходил на сражение, и вот, один человек, отошедший в сторону, подвел ко мне человека и сказал: «стереги этого человека; если его не станет, то твоя душа будет за его душу, или ты должен будешь отвесить талант серебра».

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Давид вара Иерусалимра хӑйпе пӗрле пулнӑ мӗнпур тарҫине каланӑ: пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ; васкӑр, хамӑра хупӑрласа ярса иличчен, инкек-синкек кӑтартиччен, хулана хӗҫпе аркатса тӑкиччен тухса каяр, тенӗ.

14. И сказал Давид всем слугам своим, которые были при нем в Иерусалиме: встаньте, убежим, ибо не будет нам спасения от Авессалома; спешите, чтобы нам уйти, чтоб он не застиг и не захватил нас, и не навел на нас беды и не истребил города мечом.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Розовсен хулана тухса тарас шухӑш нихӑҫан та ҫуралман.

Help to translate

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed