Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарана (тĕпĕ: таран) more information about the word form can be found here.
Ҫак тарана ҫитрӗм те, Ватӑ пуҫӑм усӑнчӗ.

Help to translate

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Турра шӗкӗр, халиччен Усал сӑмах илтменччӗ, Ҫак тарана ҫитиччен Киремет те тивменччӗ, Манӑн килӗм-ҫуртӑма Ырӑ пирӗшти пӑхатчӗ, Ырӑ пирӗшти пӑхнипе Ялта ятӑм кайманччӗ, Пӳлӗх, Хӑрпан, Ҫут Тӗнче Мана савса тӑратчӗҫ, Кӑвак Хуппи, Ҫут Хӗвел Мана тупӑш паратчӗҫ.

Help to translate

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм Ҫак тарана ҫитерме, Ӗнтӗ паян юлашки Ӗҫӗм пултӑр хӗрӗме.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ял тӑрӑхӗнче ҫак тарана ҫитсе ҫулсерен ҫулталӑк тӑршшӗпех тем тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ.

Help to translate

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)!

Построенный почти тысячу лет назад он до сих пор сохранился (если не считать, что вчера он сгорел)!

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Малалла мӗнле пулассине пӗлейместӗп-ха — ҫак тарана ҫити кӑна ҫырнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫак тарана ҫити киле таврӑнман профессор тӑшмансемпе пӗрлех ют ҫӗршыва тарнӑ пулӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мана ҫак таранччен никам та кунашкал эрлӗк кӑтартман, Тукай мӑрса мана ҫак тарана ҫитиччен пӗр усал сӑмах каласа курман, эпӗ те ӑна яланах юп курса пурӑннӑ, ӑна темӗн чухлӗ хунтӑ кӳнӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлташӗнчен тӗлӗнет: мӗнле ҫак тарана ҫити Саша унпа пӗрлешмен?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫумӑр ҫӑвасса кӗтсех ку тарана ҫитертӗмӗр ака сухине, — терӗ татах старик, суха калакне йытпыршинчен тасатнӑ хушӑра.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак тарана ҫити чӑвашсемшӗн чуна парса ӗҫленӗ пулсан, епле эпир халӑх тӑшманӗсене — большевиксене! — парӑнӑпӑр!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ырлӑха пулмарӗ ман ҫак тарана ҫити пурӑнни, Паша.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫак тарана ҫитиех киле таврӑнмасӑр ӑҫта ҫӳретӗн, Михаил? — кӳреннине пытараймарӗ Соня.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑт тӗлӗнтермӗш: ҫак тарана ҫити эпӗ Ниночкӑпа Петя йӗкреш тесе пурӑннӑ!

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, ҫавӑнпа та пулӗ, ҫак тарана ҫитсе ҫемьесӗр пурӑнтӑм.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман шутпа, ҫак тарана ҫити «иголка» тени чӑвашла «ҫип» пулнӑ, «нитка» тени — «йӗп».

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юратман ҫынпа епле пурӑннӑ эс ку тарана ҫити?

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуринчен малтан ӑна кредиторсем сиснӗ: ним айӑпсӑрскере, чӑнах, ҫак тарана ҫитиччен Шупашкар тӗрминче тытмӗҫех.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ни телефон лартаймасть вӑл ҫак тарана ҫитсе! — ятлаҫса пырса кӗчӗ мастерскоя яш каччӑ.

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Шыв пилӗк тарана ҫитрӗ.

Вода дошла до пояса.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed