Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Тутарсем ҫине тапӑнакансене тупаймаҫҫӗ. Ҫавсемех ҫав ӗҫе тӑваҫҫӗ. Эпӗ Аспара тытма пулӑшсан тутарсем мана ҫарне илеҫҫӗ те вӑйлӑ мангул лашине параҫҫӗ», — уйларӗ пулас сутӑнчӑк.
Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Анчах йывӑҫа касса кӗрекен тимӗр сасси тапӑнакансене кӑштах лӑплантарнӑн туйӑнчӗ, — ҫын йывӑҫа тӑнӑҫлӑн касать.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горн чунӗнчи курайманлӑхпа кулать; ӑна вут ҫинче ӑшалама хатӗрленекен эшкер пирки унӑн пӗртен пӗр тӗллев: тапӑнакансене пурне те пуҫӗсенчен черетпе пере-пере шӑтарасси.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Халапӗ ҫапларах: пӗр вунӑ ҫул каялла Ам юхан шыв ҫинче пӑрахута ҫаратаҫҫӗ, ун ҫинче Гель-Гью банкӗ валли укҫан пысӑк сумми пулнӑ; тапӑнакансене йӗрлеме пуҫлаҫҫӗ, анчах вӗсем мула ҫӗре чавса чикме ӗлкӗреҫҫӗ, хӑйсене ҫакӑн хыҫҫӑн пурне те персе вӗлереҫҫӗ; пӗри кӑна юлать — Валь Гаучас.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Тапӑнакансене вӑл пере-пере пӑрахрӗ, анчах куравҫӑсенчен виҫҫӗшӗ кӑна черӗ юлчӗ.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Лористон ӑна: вӑрҫӑ «йӗркесем тӑрӑх пулса пымасть», французсен фуражирӗсене вӗлерме юрамасть тесе кӳренсе каланине хирӗҫ Кутузов ҫапла каланӑ: халӑх кӑмӑлне улӑштарма пултараймастӑп, вӑл ӗнтӗ икҫӗр ҫул ытла хӑйӗн ҫӗрӗ ҫине ютран килсе тапӑнакансене курман, тенӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пура ӑшне кӗрсе ларнӑ ҫынсем, хӑйсем ҫине тапӑнакансене, хир чӑхисене пенӗ пек, персе ӳкерме пултарӗччӗҫ.Люди, засевшие в срубе, могли бы расстреливать нападающих, как куропаток.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫӳлте пӗр ҫын йӑраланса кӗмелӗх пӗчӗк хушӑк ҫеҫ юлчӗ; ку питӗ майлӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен тапӑнакансене пӗрерӗн-пӗрерӗн персе ӳкерме май панӑ.
XI. Вилме пӳрнисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тапӑнакансене хаяррӑн персе кӗтсе илессине малтанах чухласа илме пулать.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тар нумайтарах пулнӑ пулсан, вӗсем тапӑнакансене бӑшньӑна кӗртсе, ӑна тапӑнакансемпе пӗрлех сывлӑша сирпӗнтернӗ пулӗччӗҫ, паллах, вӗсемпе пӗрле хӑйсем те вилсе выртӗччӗҫ.
VI. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тапӑнакансене хирӗҫ пӑшалсемпе пеме май паракан баррикада евӗрлӗ хӳтлӗхсем туни нумай усӑллӑрах пулмалла; шӑтӑка тул енчен уҫӑ хӑварни ӑна шалтан питӗрсе лартать.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ӑна унта райком ҫул-йӗрне тытса пыма, парти интересӗсене, ӗҫ интересӗсене хӳтӗлеме янӑ, вӑл пур, председателе кураймасӑр, демагогла тапӑнакансене сирсе ярас вырӑнне — итлӗр-ха эсир, итлӗр! — райком сӗннӗ председательпе хӑй килӗшмен!
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑра ҫулҫӑллӑ хунава кутран хуҫса илтӗм те хама тапӑнакансене ҫавӑнпа хӑвалатӑп.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
65. Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66. вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санпа пӗрле хамӑр тӑшмансене мӑйракапа сӗксе ӳкерӗпӗр, хамӑра тапӑнакансене Санӑн ятушӑн урапа таптӑпӑр: 7. эпӗ хамӑн уххӑма шанмастӑп, хӗҫӗм те ҫӑлас ҫук мана; 8. хамӑр тӑшмансенчен пире Эсӗ ҫӑлӑн, пире курайманнисене намӑса хӑварӑн.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ман йӑхӑма тапӑнакансене хурлӑх ҫитӗ: Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа сут кунӗнче тавӑрӗ вӗсене, вӗсенӗн ӳт-тирӗ ҫине вут-ҫулӑм, хурт ярӗ — вӗсем ыратни-сурнипе асапланӗҫ, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе макӑрӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1