Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тав the word is in our database.
тав (тĕпĕ: тав) more information about the word form can be found here.
«Манӑн пӗрлехи ӗҫшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева тав тӑвас килет. Вӑл республикӑшӑн тӑрӑшать, ӗҫрен хӑраман маттур ҫынсене пулӑшать. ЧР Правительстви те тав сӑмахне тивӗҫлӗ», — терӗ Алена Аршинова.

Help to translate

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.

1. Дух же ясно говорит, что в последние времена отступят некоторые от веры, внимая духам обольстителям и учениям бесовским, 2. через лицемерие лжесловесников, сожженных в совести своей, 3. запрещающих вступать в брак и употреблять в пищу то, что Бог сотворил, дабы верные и познавшие истину вкушали с благодарением. 4. Ибо всякое творение Божие хорошо, и ничто не предосудительно, если принимается с благодарением, 5. потому что освящается словом Божиим и молитвою.

1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Эпӗ тав туса ҫиетӗп пулсан, ҫав тав туса ҫиекен япалашӑн мана мӗншӗн хурламалла?

30. Если я с благодарением принимаю пищу, то для чего порицать меня за то, за что я благодарю?

1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4. вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр.

3. Приветствуйте Прискиллу и Акилу, сотрудников моих во Христе Иисусе 4. (которые голову свою полагали за мою душу, которых не я один благодарю, но и все церкви из язычников), и домашнюю их церковь.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫиекенӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫиет, мӗншӗн тесессӗн Турра тав тӑвать; ҫименни те Ҫӳлхуҫа ҫинчен шухӑшласа ҫимест — вӑл та Турра тав тӑвать.

Кто ест, для Господа ест, ибо благодарит Бога; и кто не ест, для Господа не ест, и благодарит Бога.

Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эхер те аслӑ пуҫлӑх кӑмӑл туса Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е тав парни кӳрес пулсан, ун валли тухӑҫ енне тухакан хапхана уҫмалла, вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине, тав парнине шӑматкун кӳнӗ евӗр кӳрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каялла тухӗ, вӑл тухнӑ хыҫҫӑн хапхана питӗрмелле.

12. А если князь, по усердию своему, захочет принести всесожжение или благодарственную жертву Господу, то должны отворить ему ворота, обращенные к востоку, и он совершит свое всесожжение и свою благодарственную жертву так же, как совершил в субботний день, и после сего он выйдет, и по выходе его ворота запрутся.

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана тав туса мухтавлам; Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана аслӑлам; [Сана тав туса мухтавлам: Эсӗ мана илтрӗн, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм пултӑн].

28. Ты Бог мой: буду славить Тебя; Ты Бог мой: буду превозносить Тебя, [буду славить Тебя, ибо Ты услышал меня и соделался моим спасением].

Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫапла вара, Товия хӑйӗн ҫулне ӑнтарнӑшӑн Турра тав туса, Рагуилпа унӑн арӑмне Еднӑна тав туса килне кайма тухнӑ.

13. После того отправился Товия, благословляя Бога, что Он благоустроил путь его, и благословлял Рагуила и Едну, жену его.

Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ пӗтӗм ӗҫшӗн эпӗ, хисеплӗ депутатсем, сире тав тӑватӑп, хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнче тӑван республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата ырми-канми ӗҫлекен Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине тав сӑмахӗ калатӑп!

За все, что сделано в последние годы, я благодарю вас, уважаемые депутаты, благодарю всех жителей Чувашии, которые добросовестно и самоотверженно трудятся на своих рабочих местах на благо родной республики!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пулӑшу панӑшӑн пурне те тав тӑватпӑр, сире пурсӑра та ырлӑхпа сывлӑх сунатпӑр.

Help to translate

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3770916

— Калаҫушӑн пысӑк тав, Николай Александрович.

Help to translate

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне йӗркелесе тивӗҫлӗ ирттерсе яма хутшӑннӑ мӗн пур ҫынна, предприяти-организацисен ертӳҫисемпе коллективӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ ертӳҫӗ.

Help to translate

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Кунта Елчӗк шкулӗн тата Елчӗкри искусство шкулӗн коллективӗсене, вӗренекенӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Help to translate

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Унсӑр пуҫне округра вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене тав тума, уява хаклама, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани пама май паракан тӗрлӗ акци йӗркеленӗ.

Help to translate

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Алевтина Федорова округри пултаруллӑ хӗрарӑмсене Тав ҫырӑвӗсем, хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова округри «Самая читающая семья» тата «Семья в образе литературного героя» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Help to translate

Пурне те хаваслӑх парнелерӗ // Вера ГОРБКНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%bf%d1%8 ... %80%d3%97/

Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Татьяна Николаевна Чӑваш Республикин вӗрентӳ министерствин, Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн, Чӑваш Наци Конгресӗн, Чӑваш ен наци телерадиокомпанийӗн тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Эпир, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем, К.В. Иванов ҫӗршывне Пушкӑртстана, Тутар республикине И.Я. Яковлевпа П.Хусанкайӑн тӑван ялӗсене, Мари Эл республикипе Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсене ҫитсе нумай интереслине курнишӗн, пӗлнишӗн Татьяна Николаевнӑна тав тӑватпӑр.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Пенсионерсен Канашӗн ертӳҫи Роза Ракова культура ӗҫченӗсене аслӑ ӑрури ҫынсене халалланӑ уйӑхлӑхра тимлӗхпе хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ, малашне те пӗрле ӗҫлемеллине палӑртса хӑварчӗ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Хӑйӗн тивӗҫлӗ ӗҫӗшӗн нумай наградӑна, тав хучӗсене тата «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Николай Иванович хӑй енчен хӑнасене хисеп туса килнӗшӗн тата ӑшшӑн саламланӑшӑн тав турӗ.

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed