Шырав
Шырав ĕçĕ:
Базаров темиҫе хутчен те уйӑхран кая юлмасӑр каялла тавӑрӑнма сӑмах панӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен, хӑйне тытса тӑнӑ амӑшӗ ытамӗнчен ҫӑлӑнса тӑрантас ҫине ларсан, лашасем тапранса кайсан, шӑнкӑрав шӑнкӑртатма тытӑнсан, урапасем ҫавӑрӑнма пуҫласан — хыҫран пӑхсан та нимӗскер курӑнми пулсан, тусан выртсан, курпунлансах кайнӑ Тимофеич та утнӑ ҫӗртех сулкаланса хӑйӗн йӑвине сӗнксе кайсан, сасартӑках лӑпчӑнса аннӑн курӑнса кайнӑ кивӗ ҫуртӗнче стариксем иккӗшех тӑрса юлчӗҫ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗрре вӑл ют ҫӗршывра рыцарь сӑнарлӑ, уҫӑ ҫамки айӗнче ултавсӑр сенкер куҫлӑ илемлӗ ҫамрӑк швед ҫыннине тӗл пулнӑ; ку ҫын ӑна хытах килӗшнӗ, анчах вӑл та ӑна ҫапах Российӑна тавӑрӑнма чарайман.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Нимӗнле ҫавӑрӑнкаласан та ниҫта кайма та ҫук: киле тавӑрӑнма та юрамасть, малалла кайма та юрамасть, нимӗн тума та ҫук.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Анчах киле тавӑрӑнма та май пулман: килте пӗр япала та юлман, пурне те сутса пӗтернӗ, сутса пуҫтарнӑ укҫана та ҫул ҫинче нумай ҫисе пӗтернӗ, юлашки укҫа ҫӗнӗ ҫӗре пырса вырӑнаҫма та те ҫитейӗ, те ҫитеймӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
— Кӑнтӑрлапа тавӑрӑнма тӑрӑш, эпӗ чӑх яшки пӗҫеретӗп.— Ты хоть к обеду возвращайся, у меня варится борщ с курятиной.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мироносиц салин чи вӗҫӗнче, Прокофий старостӑн сарайӗнче килӗсене тавӑрӑнма кая юлнӑ сунарҫӑсем ҫӗр выртма вырнаҫнӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Унтан ҫын мӗлки ҫеҫ тавӑрӑнма пултарнӑ, вӑл та кӗске вӑхӑта ҫеҫ — пӗр сехетрен ытла мар.Оттуда человек если и возвращался, то в виде тени, да и то ненадолго — на час, не больше.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хамӑн чи малтанхн шухӑш — атте ан ҫилентӗрччӗ, ирӗксӗр киле тавӑрӑнма тивнине вӑл — ку юри, хӑйӗн сӑмахне итлесшӗн мар пулса таврӑнчӗ, тесе каласран шикленни.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ут утланса сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ тарҫӑ, хӑнасем сӗтел хушшинчен тухса ӗлкӗричченех, каялла тавӑрӑнать те, хӑйӗн улпутне Андрей Гаврилович вӑл мӗн хушнине итлеменни ҫинчен, каялла тавӑрӑнма кӑмӑл туманни ҫинчен каласа парать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл «пӗчӗк кӗтӳҫе» ҫӑлма пур майсемпе те усӑ курмасӑр чаҫе каялла тавӑрӑнма пултарнӑ-и-ха?Мог ли он вернуться в часть, не употребив всех усилий для спасения пастушка?
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Сана чаҫе тавӑрӑнма приказ паратӑп.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Юлташа ҫавнашкал хурлӑхра пӑрахса хӑварса вӗсем хӑйсен чаҫне Ваньӑсӑрах тавӑрӑнма пултарнӑ-и-ха?Разве могли они бросить товарища в беде и вернуться в часть без Вани!
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара киле те тавӑрӑнма юранӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948