Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашне (тĕпĕ: тавраш) more information about the word form can be found here.
Патша халӑх нушине эрех ӑшне путарма, эрех ӑшне путарса хысна таврашне пуйтарма шутланӑ, ялсенче, ҫав шутра чӑваш ялӗсенче те, хупахсем уҫса тултарнӑ (сӑмах май Ҫӗмӗрле районӗнчи ялсенчен пӗри халӗ те-ха «Хупахушкӑнь» тенӗ ятпа пурӑнать.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Унӑн таврашне Роберт Браунинг «пӗчӗк Венеци» тесе ят панӑ.

Его окрестности Роберт Браунинг прозвал «маленькой Венецией».

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Территорири Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑксене кашни ҫул тирпейлетпӗр, сӑрлатпӑр, вӗсен таврашне йышпа пӗрле йӗркене кӗртетпӗр.

Help to translate

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вӗсен таврашне тирпей-илем кӗртесси, юсас-сӑрлас ӗҫсене тӑвасси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Хӗрӗсемех тирпейлесе пурӑнчӗҫ кил-ҫурт таврашне, хуҫалӑхне те хӑйсемех тытса пынӑ темелле.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам ирӗк пачӗ-ха сана, ют ҫынна, пирӗн утар таврашне таптаса ҫӳреме?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ луччӑ правлени таврашне кайса курам-ха, председательпе калаҫам.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑрӑн та ҫывӑрса лармалла мар та, хӑравҫӑсем нумай ҫав, — хӗре пуҫланӑ Ҫӗпритунӑн сӑмси таврашне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ, хӑмӑр куҫӗсем чӑл та чал вут сирпӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальхинче унӑн пӗчӗк отрядне пысӑках мар мӑкшӑ ялӗ таврашне тӗрӗслеме хушрӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл тутарпа тутарла, удмуртпа удмуртла, мӑкшӑпа мӑкшӑлла калаҫма пӗлетчӗ, ҫавӑнпа ӑна, Пӑрӑслан таврашне ҫитсен, час-час разведкӑна яма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Станцире эп ӗлӗкхи кулак таврашне тӗл пултӑм, — сассине тата ытларах пусарчӗ Хумкка.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Мӗн курассине курӑпӑр. Маншӑн ан хуйхӑрӑр» — тесе кӑранташпа пӗр-ик сӑмах ҫеҫ ҫырнӑччӗ Иванӗ, ахаль те ҫыру таврашне юратманскер.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Преми таврашне картма, тӗрлӗрен элек сарма тытӑнчӗҫ, «килӗнче вӑрттӑн ӗҫет», текелеме те пӑхрӗҫ.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Урӑхран пирӗн кил таврашне ҫывӑха ан пынӑ пултӑр!

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Ҫук, Луиска, «Аптраман таврашне» Ухсай мар, Хусанкай ҫырнӑ, — ҫийӗнчех тӳрлетрӗ Куянов.

Help to translate

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ун таврашӗнчи сиплӗ мӑка та пуҫтарса типӗтнӗ — шыҫӑ таврашне хӑвӑрт шӑтарса юхтарма пулӑшнӑ вӑл.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкҫеҫ принц пушхир урлӑ каҫса та ҫын таврашне тӗл пулмарӗ.

Маленький принц пересек пустыню и никого не встретил.

XVIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗрремӗш хут Ҫӗр ҫине аннӑ Пӗчӗкҫеҫ принц ҫын таврашне пачах та тӗл пулмарӗ, ку ӑна хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Итак, попав на землю, Маленький принц не увидел ни души и очень удивился.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӳртпе карта таврашне юсасси те, пахчасене ҫумлассипе шӑварасси те вӗсен тивӗҫӗ шутланнӑ.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Апат таврашне мӗнле пӗҫерсе ҫиет-ши вӑл?

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed