Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавлашаҫҫӗ (тĕпĕ: тавлаш) more information about the word form can be found here.
Арҫынӗсем ӗҫеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, каҫхи апат пит савӑнӑҫлӑ иртрӗ — кӑмӑла килекен аса-илӳсем нумай хӑварчӗ.

Мужчины пили, спорили и хохотали, – словом, ужин был чрезвычайно весел и оставил по себе много приятных воспоминаний.

X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Урам енчи кантӑк патӗнче пӗрисем хӗрсех темӗн тавлашаҫҫӗ.

На улице, за окном, о чем-то горячо спорили.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Вӑл насус патӗнче яланах халӑх нумай пуҫтарӑнни ҫинчен аса илчӗ: шуррисем, мулатсем, хура ӳтлисем, арҫын ачасемпе хӗрачасем хӑйсен черечӗ ҫитессине кӗтсе тӑраҫҫӗ, вылямалли япаласене улӑштарса суту тӑваҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ.

Он вспомнил, что у колодца всегда собирается общество: белые и черные мальчишки и девчонки вечно торчали там, дожидаясь своей очереди, отдыхали, менялись игрушками, ссорились, дрались, баловались.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йӗри-тавра пурте тавлашаҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Валентин кун-ҫулне ҫутатса пама тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ ҫинчен унпа професси шайӗнче ҫыхӑннӑ ҫынсем те, пачах урӑх тытӑмра ӗҫлекенсем те нумай тавлашаҫҫӗ.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ.

5. Пустые споры между людьми поврежденного ума, чуждыми истины, которые думают, будто благочестие служит для прибытка.

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed