Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳлтен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сухви чӗтресе кайрӗ те, сӳлтен кайнӑ пек, вайсӑрланса пырса авӑнсах анчӗ, Саня ҫумне тӗршӗнчӗ.

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Камшӑн сӳлтен кайиччен «чӑмланмалла», ал-урана суртарса муритленмелле халӗ мучин выльӑх-чӗрлӗх тытса?

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пӳрте сӳлтен кайнӑ пек сӳсленкӗ, сӳренкӗ таврӑнсан, Лена пӗр авӑк «хӑйӑр чулӗн катрамӗпе» пусӑрӑнса, йӳҫсе тӑракан ушах евӗр кӑмӑскаланса, тӑнтанланса тӑчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Икӗ сехет хушши екки ярса, мӗхле-мӗхле, юлашки вӑйне пухса, питне юн вӑйӑнтарса, лачкам шыва ӳксе мекеҫленчӗ, сӳлтен кайичченех питӗрленчӗ ҫамрӑк каччӑ, сыватмӑшра сипленнӗ хыҫҫӑн шепленсех, тӗрекленсех те ҫитейменскер.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗрен палӑрнисем ҫаксем: унччен вулӑсри кулава пулнӑ Юнкӑ ҫынни Романов Макар, Чиркӳллӗ Тутараньсем Иванов Карачӑм, Иванов Ваҫлей, Михайлов Энтри; Аначкасси ҫыннисем Иванов Аверкипе Ҫтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пӗр-ик хут айӑпланнӑ паттӑр Сидоров Ҫтаппан (Палатай); Пушкӑрт ял ҫыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавӗрле; Ҫатрасем, ял халӑхне сӳлтен хушнӑ йӗркесене йышӑнма чарса тӑнӑ Дмитриев Энтри; Хураҫка ял ҫынни Сергеев Макҫӑм, Урпашсем Григорьев Хӗветӗр (ку ҫынна уйрӑмах астуса тӑрӑпӑр), Кожваш ҫармӑсӗ, штатра тӑман тиечук (псаломщик?) Алеев Макҫӑм т. ыт. те, т. ур. те.

Появлялись все новые и новые имена: бывший волостной голова, уроженец Юнги Макар Романов; выходцы из Церковной Тутарани Герасим Иванов, Васьлей Иванов, Андрей Михайлов; Ивановы Степан и Аверкий из Аначкасов; уроженец Тепте, до этого уже дважды обвиненный в неподчинении властям батыр Степан Сидоров (Палатай); жители башкирских деревень Прокофий и Гавриил Алексеевы; Андрей Дмитриев из Сятракасов, не раз восстававший против властей; уроженец деревни Хураська Максим Сергеев; урбашцы Федор и Василий Григорьевы (о последнем речь будет ниже); мариец из Кожваш. дьяк-самоучка (псаломщик?) Максим Алеев и многие, многие другие…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ах, Туррӑм, пӳлӗхӗм, тархасшӑн, Илтсем мана, курсам ҫӳлтен, Эс ан кайтар мана сӳлтен.

Help to translate

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed