Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепрехинче ҫамрӑк вӗрентекен сӗтелӗпе пуканне пурӑпа каллех сӑрласан Кирилл тӳсеймерӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Сахар, шухӑша кайса, сутӑ сӗтелӗпе ҫӳлӗксем хушшипе каллӗ-маллӗ утма пуҫларӗ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫемье пурнӑҫне кӑтартса пама музейра кӑмака вырнаҫтарнӑ, тӗпелте сӗтелӗпе тенкелӗсене лартнӑ, сӑпкапа вырӑн та пур.
Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r
Пысӑк мар пӳлӗмре — ик-виҫ ҫыру сӗтелӗпе ҫӳлӗклӗ шкапсем.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Алӑкран кӗрсенех кӗпе-тумтир ҫакмалли куҫкӗскиллӗ шкап, ҫав стена ҫумӗнчех — мӑшӑрлӑ кравать, сарлака кантӑк умӗнче — ҫыру сӗтелӗпе хыҫлӑ кресло, тепӗр енче — пӗчӗк ҫемҫе диван.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унӑн сӗтелӗпе кӳршӗллӗ сӗтел хушшине кӗрсе лартӑм, юриех хыттӑн, Гро мана асӑрхатӑр тесе, сивӗ пунш ыйтрӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чӳрече патӗнче — пысӑках мар ҫыру сӗтелӗпе ҫемҫе пукан.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чижик алӑк уҫса пӑхать, пӳлӗмре пӗр япала та хӑй вырӑнче мар: Лена кровачӗ ҫук, сӗтеле урай варрине кӑларса лартнӑ, ҫыру сӗтелӗпе буфет ҫинче хӑйсен тата ют ҫынсен чашӑк-тирӗкӗ ларать, пукансемпе диван ҫинче тӗрлӗ ҫыхӑсем выртаҫҫӗ, Лена тӑватӑ юлташӗпе сӗтел хушшинче, пӗҫертнӗ пӳрнисене вӗре-вӗре, пӑсланакан ҫӗрулми шуратса ларать.
Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Уйрӑмах вӑл хӑй лартас тенӗ стена ҫумне вырнаҫман ҫыру сӗтелӗпе чылайччен тӑрмашрӗ; анчах Инсаров, хӑйӗн чӗмсӗррӗн ҫине тӑракан йӑлине пула, хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине турӗ-турех.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пурте хӑй вырӑнӗнче пек — унӑн сӗтелӗпе ҫыпӑҫса тӑракан, икӗ айккипе пукансем лартса тухнӑ вӑрӑм сӗтел те, хӗрлӗ ҫи витти ҫинчи кӗленче пепельницӑ та, хӗле кӗме хатӗрлесе, хашакисен хушшине шурӑ ваткӑпа хура кӑмрӑк хунӑ таса чӳречесем те, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче кӗтесре тӑракан ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ шултра шерепеллӗ, ҫурри сарса янӑ сарлака ялав та.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ӗнтӗ Володя сӗтелӗпе ун патӗнчи кантӑк янаххи ҫинче авиаконструктора кирлӗ тӗрлӗ хатӗрсем выртнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
- 1