Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтеле (тĕпĕ: сӗтел) more information about the word form can be found here.
Вӑл кӗреҫе пек сухалне якатса илнӗ пек турӗ те аллисемпе сӗтеле тӗревлесе калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Юмансар мӗншӗн ҫунса кайнине ҫеҫ пӗлесшӗн, — пӳрнисемпе сӗтеле тӑкӑртаттаркаласа илчӗ Урасмет.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫре кӑштах пушӑ вӑхӑт тупӑнӗ, ҫавӑнпа хутсене, сӗтеле тирпейлӗр.

На работе у вас появится немного свободного времени - потратьте его на разбор бумаг и своего стола.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах халӗ ӗнтӗ Мускавра вырӑс патши сӗтеле ҫапни, ӗлӗкхи пек, Хусана илтӗнмест, илтӗнсен те вӑл никама та хӑратма пултараймасть.

Help to translate

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене вуласан III Василий, паллах, тарӑхнипе кӑвакарса каять ӗнтӗ, пӗтӗм вӑйпа сӗтеле шанлаттарать.

Help to translate

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Симӗс сухан сӗтеле илем кӳрет, тата — пӗр чашӑк услам ҫу.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӑрса чӑмӑрӗпе вӗҫӗмсӗр сӗтеле ҫапрӗ, Тукая ҫӗрпе танлаштарса сысна кӗтӗвӗ кӗтме ярасси ҫинчен кӑшкӑрчӗ, пӗр сӑмаха пин хут каласа темле Таврида ҫинчен, шанчӑклӑ туссемпе гяурсем ҫинчен ҫухӑрашрӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи сӗтеле шӑлса тӗпелелле те иртейменччӗ, алӑкран Урасметӑн кӑвак шлепки курӑнса та кайрӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эрнепи, часрах сӗтеле тасат-ха, — терӗ Альтук.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн йышшисене персе пӑрахмалла! — сӗтеле чышкипе ҫапрӗ Эльмень, вӑл мӗн калассине кӗтмесӗр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗтӗм сӗтеле пӗрӗхтерсе пӗтернӗ, хӑй те йӗп-йӗпех пулнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Капитан тарӑхса карттипе кӑшӑртаттарчӗ те сӗтеле кӑранташӗпе шаклаттарчӗ.

Капитан сердито зашуршал картой и стукнул карандашом по столу.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ӗнерхи сӗтеле аран-аран шыраса тупрӑм; халӗ ӑна ракаткапа ҫавӑрса ункӑланӑ, вӑл ӗнерхипе танлаштарсан палӑк ҫывӑхнерех куҫнӑ, — унӑн чечекленекен сакалти айӗнче хӳтлӗхре тейӗн.

С трудом рассмотрел я вчерашний стол; он теперь был обнесен рогатками и стоял ближе к памятнику, чем вчера, укрывшись под его цветущей скалой.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мӗн пур сӗтеле, буфет умӗнчи вырӑна ҫынсем йышӑннӑ; янкӑр ҫутӑ, табак тӗтӗмӗ, шӑв-шав, кӑшкӑрашу хушшинчи юрӑсем тимлӗхӗме арпаштарса-ҫавӑрттарсах ячӗҫ.

Все столы, проходы, места у буфета были заняты; яркий свет, табачный дым, песни среди шума и криков совершенно закружили мое внимание.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те Дэзие кӗртрӗ; вӑл ман ҫинелле тайӑлнӑ стена витӗр пирӗн паталла ӳкет тейӗн, анчах сӗтеле аллипе тытрӗ те канат ҫинче ҫӳревҫӗ евӗр чарӑнса тӑчӗ.

Вдруг дверь открылась, пропустив Дэзи, которая, казалось, упала к нам сквозь наклонившуюся на меня стену, но, поймав рукой стол, остановилась в позе канатоходца.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гупи патак ҫӗклерӗ те унпа сӗтеле хыттӑн туртса ҫапрӗ.

Гупи схватил палку и громко треснул ею об стол.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл кӗсйисене тавӑрчӗ те сӗтеле ылтӑнпа, ҫӗрӗсемпе, сулӑсемпе хупласах хучӗ.

Он выворотил карманы и покрыл стол золотом, кольцами, браслетами.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хамӑн сӑмахӑмсене ҫирӗплетсе сӗтеле чӑмӑрпа шанлаттартӑм ҫеҫ — алӑкран шаккарӗҫ, кӗрсе тӑнӑ тарҫӑ мана Ганувер хӑй патне пыма ыйтнине пӗлтерчӗ.

Едва я, закрепляя свои слова, стукнул кулаком по столу, как в дверь постучали и вошедший слуга объявил, что меня требует Ганувер.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Юлашкинчен, Федя сассине ҫав тери ҫинҫелетсе пирӗн сасӑсене те, хӑйӗн баянӗ сассине те кӑшкӑрса хупласа илчӗ те, пуҫне усса, темӗн ҫинчен шухӑша кайрӗ, унтан мӑйӗнчен пыл хурчӗ пырса сӑхнӑ пек, кӑтра ҫӳҫӗсене лаштах ухтарса илчӗ те, чӑмӑрӗпе сӗтеле шаклаттарса каллех эрех крушки патнелле кармашрӗ.

Напоследок Федя взял такую высокую ноту, что перекрыл и наши голоса и свой баян, опустил голову, раздумывая над чем-то, потом тряхнул кудрями так яростно, точно его укусила в шею пчела, и, стукнув кулаком по столу, потянулся опять к чашке.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗрсе тӑнӑскер шлепкине хывмарӗ, пысӑк сӗтеле тултарсах лартнӑ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе кӗнекесен хушшинче аран-аран ҫурта шыраса тупрӗ, анчах вӑл ҫак ҫыннӑн туллин тӳмеленӗ пальтине — шалпарскере — тата унӑн кӳлепине япӑх ҫутатать, ҫӗкленчӗк ҫухавапа шлепке хӗррисен хушшинче хура ҫӳҫ йӑрӑмне кӑтартать; питне аялтан пуҫласа ҫӑварӗ таранччен шарфпа хупланӑ, вӑл — унӑн пичӗ — сарӑхнӑ хут ҫине кӑмрӑкпа ӳкернӗн туйӑнать.

Вошедший не снял шляпы; свечка, которую он едва разыскал среди разных инструментов и книг, загромождавших большой стол, плохо освещала его фигуру в просторном, застегнутом на все пуговицы пальто; приподнятый воротник открывал между собой и нахлобученными полями шляпы полоску черных волос; лицо, укутанное снизу до рта темным шарфом, казалось нарисованным углем на пожелтевшей бумаге.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed