Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен вӗсене пӗр вазӑна тултарса лартатчӗҫ те хӑнасене сӗнетчӗҫ (кӑрлач уйӑхӗн варринче, пур саппассене ҫикелесе ярсан, ачасем канфетсене хӑйсемех ҫак вазӑран сӗтӗрме тытӑнӗҫ).
Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587
Ӑҫта пырсан та, сутуҫӑсем хаваспа кӗтсе илетчӗҫ, хӑйсен та-варӗсене илме сӗнетчӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Дмитрий Бельский воеводӑпа Андрей Старицкий княҫа вӑл Ока урлӑ каҫнӑ чухне Крым ҫарӗсене тытса чарайманшӑн тата Коломна патӗнчен Мускава тарса килнӗшӗн Белоозера ссылкӑна ямарӗ (нумайӑшсем ҫавӑн пек тума сӗнетчӗҫ), ҫапах та чӗрере вӗсене пӗтӗмпех каҫарма та пултараймарӗ.
4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах эпир Павӑлпа иксӗмӗр пӗтӗмпех пылчӑк та хурт-кӑпшанкӑ тавраш ҫисе пӗтернӗ, вилекен Давидова ҫуса тасатсан, пирӗнтен кулма тапратрӗҫ, хӑйсем ҫинчен кӗписене хывса, пире унта шырама сӗнетчӗҫ, мунча кӳртекенсем тетчӗҫ пире, тата эпир темскер намӑс та пит кулӑшла япала тунӑ пек, ҫав тери мӑшкӑласа кулатчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Килте манран пурте кулатчӗҫ: кинона кайма сӗнетчӗҫ, картинӑна та, ҫутҫанталӑка та мухтатчӗҫ, хӑнана чӗнетчӗҫ, хӑйсем шутласа кӑларма пултарнӑ таранах илӗртетчӗҫ мана.
Бензина тӗрӗслесе пӑхни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл ман юлташӑн йӑмӑкӗ, пурте пире лайӑх мӑшӑр тесе мухтатчӗҫ, авланма сӗнетчӗҫ.Она — сестра моего товарища, и все говорили нам, что мы хорошая пара, советовали жениться.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
2. Пирӗн хӑш-пӗр туссем, тӑтӑшах усал шухӑш тытса, патшалӑхӑмӑрта пурӑнакан иудейсене пурне те пӗрле пухса, сутӑнчӑксене тӗп тунӑ пек, нихӑҫан пулманла асаплантарса вӗлерме сӗнетчӗҫ, ӳкӗтлетчӗҫ, 3. тата ҫапла хушса калатчӗҫ: ҫакна тумасассӑн, иудейсем пур халӑха та кураймасӑр тӑнӑран пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем нихӑҫан та лайӑхланса йӗркене кӗреймӗҫ, тетчӗҫ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1