Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман алла вӑл ҫирӗппӗн тытса пӑчӑртарӗ те, ҫумри хӗр ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе, шӳтлӗ сӗмпе каларӗ:
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Эли, — сумлӑн, вӗрентсе калакан сӗмпе пуҫларӗ вӑл; самаях канӑҫсӑрланать, тусӗн йӗрӗпе хускалма хатӗрпе пӗрех, — эпир, шӗкӗр турра, санӑн ылханлӑ киммӳнте виҫӗ ҫул пӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳретпӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ, ырӑ ҫыннӑм, санӑн тӗлӗнтермӗшӳсене ҫителӗклех тӗпченӗ, анчах ҫакнашкал путсӗрлӗхе нихӑҫан та кӗтменччӗ!..
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ӑна никам та хуравламарӗ, мӗншӗн тесен ҫапла асӑрхаттарни, вӑл ҫак сӑмахсене еплерех сӗмпе калани Джесси пирки шухӑшлама хистеҫҫӗ; Джесси те ҫаплах шухӑшлать.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ сире юрататӑп, — ҫакна хӑйӗн сӑмахӗсене тӑнланӑн, мӗн каламаллинех пӗлтертӗм-ши тенӗн сӗмпе евитлерӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ сире нимӗн те ӑнлантармастӑп, — терӗ Биче татӑклӑн, чӑн та — ҫепӗҫ сӗмпе, ҫавӑнпах комиссар ун ҫине уйрӑмах тимлӗн тинкерчӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ татӑклӑнах ҫӗкленнине курсан Гез сӗркӗчне антарчӗ те куна лайӑх ирттерме ырӑ сунчӗ — кӑштах йӗкӗлтевлӗ сӗмпе, эпӗ халӗ ҫакӑн ҫине пӑхмастӑп ӗнтӗ.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӑрӑнчӑкран хыҫалалла штыксем ҫиҫе-ҫиҫе силленеҫҫӗ, анчах кӗҫех вӗсене тата салтаксен сӑн-питне тар тӗтӗмӗ тӗтре евӗр хупласа хучӗ, пӑшалсем харӑссӑн кӗрӗслеттерчӗҫ те — перӳ ҫулӑмӗ тӗтӗмре ҫиҫкӗнсе хӗрлӗ сӗмпе сапаланчӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вара вӑл ҫак шухӑша вак темиҫе хушупа ҫирӗплетрӗ, вӗсене пирӗн планетӑн капашне-калӑпӑшне пачах та хисеплемен сӗмпе евитлерӗ:
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Юлӑрах, эпӗ усал мар, ӑслӑ пукане, — ҫакна Ксаверий хӑлхасӑрсемпе пупленӗ сӗмпе каларӗ, унтан пӗр урине теприн ҫине куҫарса хучӗ.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Питӗ аван, шатӑртаттарӑпӑр, — терӗ Поп ют чӗлхери сайра сӑмаха ҫав тери хӑйне евӗрлӗ сӗмпе каланӑ чухнехилле, — анчах эсир хӑвӑрӑн пӳлӗмӗр ӑҫтине манмарӑр-и?
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, — терӗ Эстамп кулкаласа, — эсир кайни аванрах пулмалла, мӗншӗн тесен кунашкал сӗмпе калаҫни татӑклӑнах никама та килентермест.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах эпӗ сире чи… чи-чи — тӗп — шухӑша ӑнлантарса параймастӑп, — вӑрттӑн сӗмпе хушса хучӗ Блюм, — мӗншӗн тесен… мӗншӗн шӑпах ҫакӑ кирлине…
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӗрарӑм малта ларать, пуҫне Тинг кӑкӑрӗ ҫине тайнӑ; Тинг Ассунтӑна мал енчен сулахай ал лаппипе асӑрхануллӑ тимлӗхпе тытнӑ; Тинг аялалла пӑхать, тата, ахӑртнех, темӗскер калать, мӗншӗн тесен хӗрарӑм сӑнӗ вӑрттӑн сӗмпе кулать.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Эсир ман ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхма, мана, хӑвӑрӑн арӑмӑра, тӳсмех тивет ӗнтӗ текен сӗмпе хаклама пуҫларӑр.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Мана пур енӗпе те шанма пултаратӑр, — пӗлтерчӗ Стомадор; вӗреннӗ, нумай пӗлекен юлташ каварҫӑ мӗн пур ӗҫе хӑйне евӗрлӗ ҫавнашкал сӗмпе «капӑрлатнӑран» вӑл хавхалансах кайрӗ, — эпӗ — сирӗн аллӑрта.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эпӗ яланах ҫакнашкал темлерех япаласене кӗтетӗп, — вӑрттӑн сӗмпе пӗлтерчӗ Стомадор.— Я всегда ожидаю всяких таких вещей, — таинственно сказал Стомадор.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Франкӑн ӳсӗр сасси йӑлӑхтармӑш аташулла илтӗнет, анчах хӑй вӑл, ҫакнашкал вӑрӑм сӑмах тахҫантанпах каламанскер, хӑйӗн шухӑшӗсем, вӗсене еплерех сӗмпе евитлени Тиррейшӑн питех те ӗнентерӳллӗ тесе пӗтӗмлетрӗ; унӑн шухӑшӗпе — ҫакӑн пек янкӑр уҫӑ чӑнлӑх патне ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нихӑҫан та пырса тухаймасть.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Таврӑн, — сассинчи кӑмӑллах мар сӗмпе хуравларӗ сивлек ҫын.— Вернись, — ответил с недобрым оттенком в голосе мрачный человек.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ку — ҫамрӑк пурнӑҫӑн хӗвеллӗ, уяр ир пек уҫӑ, кӗвӗллӗ сӗмпе пуян, ӑшӑ та хаваслӑ, чуна ҫывӑх сасси.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ҫула ҫитнӗ вун тӑватӑ ача, куҫӗсене хӑрушла вылята-вылята, вӑрттӑн сӗмпе ӳсӗркелесе тинӗс хурахӗсен паллисем ҫинчен, шурӑ эрех тултарнӑ ылханлӑ пичке ҫул ҫӳревӗпе сиренӑсен пулӑ шӑрши ҫинчен, шыв айӗнчи ылтӑн муклашкисем тултарнӑ ҫӗр хӑвӑлӗ пирки пӗр-пӗрне кала-кала кӑтартрӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
- 1
- 2