Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑхса (тĕпĕ: сӑх) more information about the word form can be found here.
Пӗтӗм пурлӑхне туртса илнӗ хыҫҫӑн мӑйӑр тӗшши ҫитерсе самӑртаҫҫӗ, тет те, кӗркунне вара юнне сӑхса ӗҫеҫҫӗ, тет.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тав туса калама сӑмах та ҫитмест! — хӗвел еннелле пӑхса виҫӗ хутчен сӑх сӑхса илчӗ Сахар.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Овдоти текенни вырӑсла сӑх сӑхса илчӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Семен Иванович Микулинский сӑх сӑхса илсе тата ытти воеводӑсемпе ыталашса йӗнерленӗ ҫӳрен утне утланчӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗҫсе пырса халех сӑхса пӑрахма хатӗр.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак сӑнчас юман ҫумӗнче ҫапла ҫӳресе пӗр тӗлте чарӑнчӗ, темскере темиҫе хут сӑхса илчӗ те каллех вӗҫсе кайса сӗлӗ купа ҫине ларчӗ.

Help to translate

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Шӑнкӑрчӗсем — амӑшӗпе ашшӗ — мана кӗҫ-вӗҫ сӑхса илес пек вӗҫе-вӗҫе пыраҫҫӗ, чӗриклетсе кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсен йӑвине эпӗ ҫӗмӗрнӗ теҫҫӗ пулмалла.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Пӗр шӑнкӑрч чӑрлатса ӑмана сӑхса илчӗ те вӗҫсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Салакайӑк сӑх сӑхса илет те пилеш тӗмӗ айне нӳрӗ ҫӗре анса ларать.

Салагаик осеняет себя крестом и садится в тень рябины, на влажную землю.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан васкамасӑр сӑх сӑхса илчӗ те хӑйӗн айӗнчи каска пуканне хуран ларакан тунката патнерех куҫарчӗ.

Help to translate

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуртсем мана хӑнӑхса ҫитнӗччӗ те сӑхса аптӑратмастчӗҫ.

И пчелы привыкли ко мне и не кусали.

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк кукӑр сӑмсисем те халь сӑхса илессӗнех туйӑнаҫҫӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кайӑксем те сӑхса пӗтереймен.

Help to translate

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Савнисӗр пуҫне ӑна ҫак вӑхӑтра никам та, нимӗн те кирлӗ мар, вӑл пӗтӗм тӗнчене манса каять, ҫӑмарта сӑхса тухичченех ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑхне ҫухатать.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Каллех шав илтрӗм те сӑх сӑхса илтӗм.

Снова я услышал шум и перекрестился.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Историк, унӑн ятне эпӗ вӑл ыйтнипе каламастӑп, — историк, ҫапах та, аш сутуҫӑран чылай сумлӑрах ҫын, сӑх сӑхса тенӗ пекех ӗнентерет: вӑл Анчӑк урамӗпе Суккӑрсен тӑкӑрлӑкӗн кӗтесӗнче пӗр карчӑкран ҫӑмарта туянма тӑнӑ.

Историк, имени которого я не назову по его просьбе, но лицо, во всяком случае, более почтенное, чем какой-то мясник, божится, что он стал торговать яйца у старухи на углу улицы Пса и переулка Слепых.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Ӑна кайӑк-кӗшӗк ҫинӗ, вӑррине те сӑхса пӗтернӗ.

Птицы склевали яблоко, поклевали и зернышки.

I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

Чӑх сӑхса ҫитереймест теҫҫӗ ун пек калаҫакан ҫынсем пирки халӑхра.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ресторансем тӑрӑх ҫӳрет, такама та хӑналать, укҫи-тенки чӑх сӑхса пӗтермелле мар.

— По ресторанам там ходит, всех угощает, денег — куры не клюют.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

«Господа, Германи урлӑ килнӗ ҫынсен сассисене илтсен, вӗсем мӗн тума чӗнни пирки шухӑшласа пӑхсан, маншӑн ҫакӑ яр-уҫҫӑнах паллӑ: нимӗҫсем хушшинче нумай вӑхӑт пурӑнни, вӗсен идейисене сӑхса тултарни — акӑ мӗн ку. Кунта вырӑсӑнни нимӗн те ҫук».

«Господа, когда слышишь голоса прошедших через Германию лиц, когда вдумываешься в то, что они проповедуют, то для меня явственно звучит: продолжительное пребывание среди немцев, пропитанность их идеями — вот это что. Тут русского ничего нет».

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed