Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ешӗл вӑрманлӑ, шӑнкӑрти ҫӑлкуҫлӑ капмар сӑртсен ӑрӑмлӑ сывлӑшӗ этеме хавал та хавхалану кӳрет.
Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Кунти ялсем ытларах енӗпе сӑртсен тайлӑмӗсенче сапаланса ларакан уйрӑм ҫуртсем пек вырнаҫнӑ.Населённые пункты преимущественно представляют собой отдельные дома, разбросанные по склонам холмов.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Малта ҫаврака сӑртсен черечӗ тухса тӑчӗ — вилтӑприсем, вилтӑприсем, вилтӑприсем.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗчӗк ҫеҫ патак тупса шӗвӗртӗр те нӳрлӗ хӑйӑртан тунӑ сӑртсен аяккисене ҫинҫе те тарӑн шӑйрӑксем тӑвӑр.
Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ.
Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html
«Эсир наркӑмӑшланнӑ» сӑмахсем Джессирен хӑпмаҫҫӗ; вӗсем сӑртсен хушшинче ӑнтӑлса чупаҫҫӗ, унӑн сывлавӗнче чӗтренеҫҫӗ; ҫак сӑмахсем — ҫилпе тата тӗттӗмлӗхпе хутӑшса кайнӑскерсем — таҫта кӗтесре, унӑн урисен тӗлӗнче, алхасаҫҫӗ те васкаҫҫӗ; питӗнчен шарф пек сӗртӗнеҫҫӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа симӗс ҫул ҫинчен хӑрав сике-сике тухать те ӑна чӗркенӗ аллинчен шарфпа тунсӑхлӑн яра-яра тытать, унтан каллех — ҫул хӗрринчи оливӑн хунар ҫутинче ывӑтӑнакан мӗлки евӗр — сӑртсен хыҫнелле вӗҫе-вӗҫе ҫухалать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси вырнаҫрӗ ҫеҫ — ӑна силлеме те вирхӗнтерме тытӑнчӗ; хӑлхисенче кӑнтӑр ҫилӗ шӑхӑрать; ҫӑварне, куҫӗсене кӗме ӑнтӑлса вӑл хӗрӗн хӗрӳленсе ҫунакан питне шарфпа хупларӗ; хулан ҫур ҫӗр ҫутисем ҫиҫкӗнсе иртрӗҫ те сӗвек сӑртсен теттӗм-сӗмлӗхӗпе ылмашӑнчӗҫ, — кӗҫех Джесси лӑпланчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Акшар мӑкӑрӑлчӑксем хӗстернӗ ансӑр айлӑм евӗр темӗскере куратӑп; кунта ҫӑра та нӳрлӗ курӑк ӳсет, анчах малалла ӳкерчӗк кӗтмен ҫӗртен улшӑнать: вӑрман сайра, курӑк ҫукпа пӗрех, сӑртсен тӗксӗм хумӗсенче — авӑкрах путӑк, ун тӑрринче — кӑвак тӳпе шӗвреки, шӑпах ҫакӑ Биг каҫӑвӗ — Астарот ҫапла ят панӑскер.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Горн халӗ — лаша сиккипе пынин ӑнтӑлуллӑ ӗнтӗркевӗнче, унта ҫилхе, тӗттӗм, каҫхи ҫӗр, сӑртсен таракан мӗлкисем, пӗтӗм кӗлеткен кӗвӗллӗ кисренӗвӗ тавралӑх анлӑшӗн сикекен-сарӑлакан сисӗмлӗхӗпе тата пуҫ ҫаврӑннипе татӑлса ӳкесле куҫӑмпа пӗрлешсе кайнӑ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Халӗ ӑна ҫав тери хӗрӳ туйӑм аптӑратать: ҫепӗҫ сӑн-питлӗ хӗрарӑмпа тӗл пуласси; акӑ вӑл — хӑйне килӗшекен кӗпепе ӗренкелесе Горн чунне хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗлкелетнӗскер, — сӑртсен ҫумӗпе, вӑрман хӗррипе, Горн куҫӗсен тӗлӗнчен иртсе пырать, ҫыранри ҫемҫе юшкӑнра хаклӑ пушмакӗпе пута-пута утать, аташса каять те унӑн, Горнӑн, пӳрт алӑкӗнчен шаккать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шывалла чӑнкӑн тайлӑмланнӑ хысаклӑ сӑртсем тӗл пулаҫҫӗ; ту породисен чалӑш е горизонталь йӑрӑмӗсем ҫав сӑртсен тӑррине хӑмӑр, сарӑ, хура тата хурарах хӗрлӗ сӗмсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шоссе, Давенант тӑхӑр ҫул каялла Лиса машинӑпа кайнӑскер, пӗр минут та пушӑ тӑмасть; ҫӑмӑл машинӑсемпе тиев автомобилӗсем ҫуран ҫӳревҫӗсенчен ирте-ирте каяҫҫӗ, кӑштахран ҫулӑн аякри лаптӑкӗсенче, сӑртсен хыҫӗнчен мӗлтлете-мӗлтлете, тусанлӑ, хура шарсем евӗр курӑнаҫҫӗ; ӳсӗр фермерсем тытса пыракан кӳме-урапа чӑнкӑртатса-тӑнкӑртатса васкать; пӗр ялтан теприне куҫакан ҫынсен улма-ҫырла, мӑйӑрпа маис миххисем, табак тӗркемӗсем, сӗтел-пуканпа килти ытти хатӗр-хӗтӗр тиенӗ лавӗсем Галерана хирӗҫ кумаҫҫӗ те кумаҫҫӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Таможня шлюпки, чикӗ хуралҫисемпе тулсах ларнӑскер, ҫыранпа «Упа ами» хушшинче чарӑннӑ, тепри тинӗсӗн уҫӑ енчен тапӑнать, сӑртсен хыҫӗнчен пени илтӗнет; ниҫта та ишейместӗн те, утаймастӑн та.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хула сӑртсен хыҫӗнче темиҫе хут ҫухала-ҫухала уҫӑлчӗ, акӑ тӗттӗмленме пуҫларӗ те — ӑна хуплакан сӑртлӑх тайлӑмӗнчен курӑнакан мӗн пур горизонт талккӑшӗнчи ҫутӑ йӗрӗсемпе уҫӑлчӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӳремлӗхсемпе сӑртсен хушшинче, ҫывӑракан ҫуртсен ҫумӗпе утса, йытӑсем вӗрнине тата хӑйӗн сассине илтсе, — вӗсем пурте ҫак каҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ, — Давенант халӗ иккӗлле тӑрӑмра: халӗ чун-туйӑм ӗҫӗ кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӑхӑнмасть ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗвел анчӗ, анчах ӗнтрӗкре шоссе чулӗ, сӑртсен тайлӑмӗсем, унта ҫилпе авӑнакан курӑк курӑнаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сивӗннӗ машинӑна шофер авӑккӑн хускатрӗ те каҫхи сӑртсен хушшипе хӑвалать.Шофер резким движением пустил замершую машину скользить среди вечерних холмов.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӑртсен хушшинчи паллӑ мар ҫул ӳкерчӗкӗ пусӑ пек илӗртет.Изображение неизвестной дороги среди холмов притягивало, как колодец.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑй кӑтартнине ҫирӗплетсе Угестон Дарле жилет тӳминчен ярса тытасшӑнччӗ, ӑна чун илли Бурль портретне вутлӑ йӗрсемпе ӳкерсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах пулас секретарь шлепкине ҫӗклесе тав турӗ те — сарлакан та хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, Угестон вара сӑмси айӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тарнипе аптӑранӑ кушак евӗр тӳпепе ҫӗре саланкӑрлӑн пӑхкаласа пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӗклерӗ, сӑртсен хыҫӗнчен пӳртсен шӗвӗр тӑррисем курӑнакан Престидэй еннелле ҫул тытрӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.