Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнчӑрне (тĕпĕ: сӑнчӑр) more information about the word form can be found here.
Юлашкинчен, сӑнчӑрне татнӑ йытӑ амилле, ирӗке тухрӗ те кайрӗ: «Халӗ эсӗ лар ачасемпе», — терӗ те пӗррехинче ӗҫе кайса вырнаҫрӗ.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун сассине илтсе, ҫыранти йытӑ сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарчӗ.

Help to translate

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кам ретӗн сылтӑм енче хӗрринче тӑрать, ҫав хирӗҫле командӑна чупса пырса «сӑнчӑрне» татма пӑхать.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑнчӑрне тӗрӗслесех тӑнӑ эп.

Help to translate

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кур, чӑн-чӑн женьшень пек, — силлесе кӑтартрӗ вӑл ҫын мӑйӗпе пуҫӗ майлӑ черетленсе кайнӑ пӳрне хулӑнӑш тымар сӑнчӑрне.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Йытӑ, сӑнчӑрне татса, таҫта мурта ҫӳрет-ҫӳрет те пурпӗр киле таврӑнать», — тет.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑн та, Таранова халь те йытӑ хамлата-хамлата саламларӗ, анчах хӑй курӑнмарӗ: ӑна хуҫи ампар хыҫне сӑнчӑрне кӗскетсе кӑкарнӑ-тӑр.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак тамаша, хӑрах урине кил картинелле ярса пусрӗ кӑна — таҫтан ампар хыҫӗнчен кашкӑр пек пысӑк хура йытӑ сиксе тухрӗ, хаяррӑн хамлата-хамлата вӗрекенскер, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫын патнелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мунча хыҫӗнчен кӗҫех кашкӑр пек пысӑк йытӑ сиксе тухрӗ, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫынна хирӗҫ чупрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тен, тата алӑ сӑнчӑрне ҫаклатса питӗрме пулӗ?

Или наручники, может быть?

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пусма айӗнчи будкӑран Цербер — пӑру пысӑкӑш йытӑ — сӑнчӑрне чанкӑртаттарса тухрӗ те ун аллине ҫулама тытӑнчӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йытти, хаяррӑн йынӑша-йынӑша, сӑнчӑрне чӑнкӑр-таттарса, амбар айнелле кӗрсе тарчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен хӳшӗре выртнӑ Чикан йӑваланса тухрӗ те, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса, хуҫи патне чупса пычӗ, ун тӑрӑх сикме пуҫларӗ.

Help to translate

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йытӑ, хӑрушла йынӑшса, мӑйӗнчи сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса, айккинелле сиксе ӳкрӗ, ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ те, урисене выляткаласа, шӑпӑртах пулчӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле татмалла сӑнчӑрне?

Как разорвать цепь, сковавшую его?

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑй йӑвинчен сике-сике сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса вӗрни те ӗлӗк чуна хавхалантарнӑ, анчах кил хуҫи хыҫҫӑн Улай нумай пурӑнайман.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ хӑмӑн чунӑма тӗттӗм чӑваш халӑхӗшӗн хӗрхенместӗп, анчах чуралӑх сӑнчӑрне татса пӑрахмасӑр, эпир ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑваяс ҫук иккен, тет…

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑвинчен сиксе тухнӑ та сӑнчӑрне чанкӑртаттарать, пахча калинкки еннелле сике-сике йынӑшать.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак сӑмахсене хуравланӑн — ҫӳллӗ ҫамрӑк негр Гент ҫине пӗлтерӗшлӗн тӗмсӗлчӗ те хӗрхенме ыйтнӑн пит-куҫне пӗркелентерчӗ, сӑнчӑрне хыттӑнах силлерӗ.

Как бы в ответ на эти слова, высокий молодой негр выразительно посмотрел на Гента, скорчил жалостную гримасу и красноречиво потряс цепью.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ак ҫапла, — жандарм алӑ сӑнчӑрне ҫур самантрах чанклаттарса питӗрчӗ.

Так, — и жандарм звякнул наручниками.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed