Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа каларӗ вара: ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн; 14. Эпӗ акӑ ку халӑха халиччен пулманнине кӑтартӑп, тӗлӗнмелле, питех те тӗлӗнмелле пулӗ, вара ӑсчахӗсен те ӑсӗ пӗтӗ, ӑслӑ-тӑнлисен те ӑсӗ-тӑнӗ ҫухалӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ, ҫӗр ҫинче асапланакансен ӗҫӗсене тӗрӗс татса парӗ; ҫӗре Хӑй сӑмахӗн туйипеле пӗтерӗ, йӗркесӗр ҫынсене Хӑйӗн сӑмахӗпе вӗлерӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсем ҫине выҫлӑх ҫитернӗ, Турӑшӑн ҫирӗп тӑрса, вӗсен йышне чакарнӑ; 3. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе вӑл тӳпене хупса лартнӑ, виҫӗ хутчен вут-ҫулӑм кӑларнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ӑна мухтав тӗлӗшӗнчен сӑваплисемпе танлаштарнӑ, ӗҫӗсене асла хурса, тӑшмансене хӑраса тӑмалла тунӑ; 3. Вӑл унӑн сӑмахӗпе хӑват паллисене чара-чара лартнӑ, ӑна патшасем умӗнче чапа кӑларнӑ, ун урлӑ унӑн халӑхне Хӑй ирӗкне пӗлтернӗ, ӑна Хӑй мухтавлӑхне кӑтартнӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Турӑ хушнипе Унӑн хыпарҫи пур ҫӗре те ҫитсе ҫаврӑнать, пурте Унӑн сӑмахӗпе тытӑнса тӑрать.28. Чрез Него все успешно достигает своего назначения, и все держится словом Его.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑна пултаракан Ҫӳлхуҫа хӑватлӑ, Унӑн сӑмахӗпе хӗвел хӑй ҫулӗпе чупса ҫаврӑнать.5. Велик Господь, Который сотворил его, и по слову Его оно поспешно пробегает путь свой.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем Унӑн сӑмахӗпе пулса тӑнӑ: 16. ҫутӑ хӗвел пурин ҫине те пӑхать, унӑн пур ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ туп-туллин курӑнса тӑрать.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн сӑмахӗпе шыв капан пек купаланса тӑнӑ, Вӑл каланипе шыв пухӑнмалли вырӑнсем пулнӑ.23. По слову Его стала вода, как стог, и по изречению уст Его явились вместилища вод.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйне шанакансене ҫавӑн пек шӑпа кӗтет, хӑйсен сӑмахӗпе киленекенсен пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленет.14. Этот путь их есть безумие их, хотя последующие за ними одобряют мнение их.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗпе — тӳпе, Унӑн Сывлӑшӗпе ҫӳлти пӗтӗм ҫар пулса тӑнӑ: 7. тинӗс шывне Вӑл ҫӗмел пек купаласа хунӑ, тӗпсӗр-йӗрсӗр шыва тарӑн вырӑнсене тултарнӑ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Эпӗ ҫак йӗркесӗр ӗҫ пирки вӑйӑрханса ларнӑ чухне ман патӑма Израиль Турри сӑмахӗпе хавхаланнисем пурте пуҫтарӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ: эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кусем пурте — Еман ывӑлӗсем; Еман вӑл патшанӑн витӗркуранӗ пулнӑ, унӑн мӑйраки Турӑ сӑмахӗпе ҫӗкленнӗ: Турӑ ӑна вунтӑватӑ ывӑлпа виҫӗ хӗр панӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе пулчӗ ку, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вефильти пророк ӑна каланӑ: эпӗ те сан пек пророках, ҫавӑнпа Ангел мана Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе: «ӑна хӑвӑн килне илсе кил; вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тӑраниччен шыв ӗҫтӗр» тесе каларӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.