Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта та пулӑшӗ тус мар, Майлаштарни: эс пӑхӑн, парӑн, Йӗрес килсессӗн те, ту кулӑш, Тупма пӗл кирлӗ чӗлӗне, Нихҫан мала тухма ан тӑрӑш, Сӑмахсӑр пултӑр вӑл чӗлхе.
XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пырса пуҫ тайрӗ; пӗр сӑмахсӑр Вӑл чӑмӑртать ун аллине.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ятман ҫулӗнчи ҫамрӑксем ун ятне «пичче» сӑмахсӑр асӑнмаҫҫӗ те.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫав вӑхӑтра тӗпелти пӳлӗмрен паҫӑрах ҫывӑрма выртнӑ Укахви сиксе тухрӗ те, ҫине ҫӳхе пиншак уртса ярса, сӗтел патне пӗр сӑмахсӑр пырса тӑчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кун хыҫҫӑн вара вӗсем, иккӗшӗ пӗр сӑмахсӑр калаҫса татӑлнӑ пек, пуҫ ҫӗклемесӗр, пӗр-пӗрне ытлашши сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗҫ, таврӑнасса та делянкӑран Маринепе Людмила татма чарӑнсан тин чи юлашкинчен таврӑнчӗҫ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та, почтальон ӑна пӗр сӑмахсӑр симӗсрех кӑна конверт тыттарчӗ, хӑй Укахви тав тума ӗлкӗричченех пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темскер шакканӑ май малтан пӗр сӑмахсӑр тӑсать ҫын юрра, часах сӑмахсемпех хытӑран хытӑ юрлама пуҫлать.
17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Турӑ мӑн кӑмӑллисене телей памасть, хӑйне пӗр сӑмахсӑр парӑнса тӑракансене ҫеҫ ырлӑх кӳрет тенӗччӗ-и?
2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нухрат илемлӗн кулса илчӗ те кунта Патрик килнине асӑрхаса пӗр сӑмахсӑр айккинелле пӑрӑнчӗ.
5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ыттисем вӗсене пӗр сӑмахсӑр пуҫ тайса ӑсатрӗҫ.
19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем ӑна пилӗк таран тайӑлса тав турӗҫ те Захарьин сотникӗ хыҫҫӑн пӗр сӑмахсӑр анаталла утрӗҫ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чирлӗ ҫынна хӑта тесе чӗнекенни пӗр сӑмахсӑр вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.
16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Василий Иванович пӗр сӑмахсӑр ал сулчӗ те хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сасартӑк Зина пӗр сӑмахсӑр Павӑла ыталаса илчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тем хушӑ ним сӑмахсӑр ҫикелесе ларнӑ хыҫҫӑн Иван ваштах пуҫне ҫӗклерӗ:
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Теней старик кӗлете кӗрсен Сахвине ӑна пӗр сӑмахсӑр, куҫӗпе сиввӗн пӑхса ҫеҫ хӑй патне чӗнчӗ.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн йӗнерленӗ утне ялти ытти тӗкӗрҫӗсем кӑкарса килчӗҫ, хапхана уҫса пӗр сӑмахсӑр картишне кӗртсе ячӗҫ.
10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Медиксене пӗр сӑмахсӑр илеҫҫӗ, — шантарчӗ Поля.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара ик аллине сарчӗ те пӗр сӑмахсӑр Польӑна хыттӑн тытса ыталарӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав тери илемлӗ янратчӗ Шубертӑн сӑмахсӑр кӗвви!..
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.