Шырав
Шырав ĕçĕ:
(Джурдже «пирӗн», «кӑлармалла», «коммунист» сӑмахсене уйрӑмах палӑртса каларӗ, мӗншӗн тесен Павӑл ӑна темиҫе кун каярах партине илнӗ).
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапах та, пӗлтерӳсенчи илемлӗ те пушӑ сӑмахсене итлемесен те, Боровина хаҫатсем ӑна мухтанинчен кая мар мухтанӑ ытти пин-пин колонисенчен ытла та начар пулман ӗнтӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак сӑмахсене аса илсен, Марыся каллех шыв ӑснине те, вӑрман тӗлӗнчи пысӑк хӗрлӗ уйӑха та, Ясьӑна хӑйне те чӗррӗнех курчӗ.Вспоминая эти слова, Марыся видела и колодец, и большой красивый месяц над лесом, и Яся, как живого.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тухса калани Моравӑри пӗр-пӗр ялтан пулмалла, сӑмахсене епле тӑсса каланине пирӗн пулӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ирӗклӗхшӗн, рабочисемпе хресченсемшӗн кӗрешетпӗр, эпир партизансем, — кунашкал килсе тухас-мӗн пулсан калама вӗренсе хунӑ сӑмахсене шӑппӑн та ыйтуллӑн каларӗ Сима.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫакӑн пек чуна пырса чӗпӗтекен сӑмахсене, майор, мана мар, начартарах нервлӑ ҫынсене калар.— Поберегите, майор, эти душераздирающие эпитеты для слабонервных.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑй тӗплӗн шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, Кларкӑн ҫак сӑмахсене каламаллах пулнӑ.По всем самым тонким расчетам Кларка, он должен был сказать то, что сказал.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑшпӗр сӑмахсене илтсен, хавхаланса ҫеҫ ан лар, темле, кӗвӗҫнӗ пек, ӑмсаннӑ пек пул.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл вӑтанчӑк гимназист пулма пӑрахать, калама юраман хӗрӳллӗ сӑмахсене калама пӗлекен ҫиллес те хаяр ҫын пулса тӑрать.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах кунпа хӑй ним тума та пултарас ҫуккине туйсан, вӑл айӑплӑ ҫын пек малтанах шухӑшласа хунӑ сӑмахсене каларӗ:
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл ылханлӑ сӑмахсене те илтрӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах ҫак самантра кашнинчех — ку приказ сӑмахӗсем Хасан кӳлли патӗнчи сопка ҫинче янӑраҫҫӗ-и е Лӑпкӑ океан ҫыранӗнче-и, ҫав сӑмахсене вӑл Днестр хӗрринче илтет-и е Хура тинӗс патӗнче-и, уншӑн пурпӗрех — вӑл чылаях пӑлханать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вырӑссен хальхи тата авалхи юррисене юрлама хӑнӑхать, совет ҫыннисен пурнӑҫӗпе йӑлине, вӗсен хӑнӑхӑвӗсене, уйрӑм ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмахсене, ваттисен сӑмахӗсене, калаҫнӑ чухне мӗнле пулмаллине вӗренет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Иван Белограй Венгри ҫыннисем патӗнчен часах каймарӗ, вӗсен чӗлхипе калаҫма ҫирӗм-вӑтӑр сӑмах вӗреничченех унта ларчӗ, ҫав сӑмахсене вӗренсен, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсемпе тӑлмачсӑрах калаҫса пӑхма хӑтланчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Мӗнле ӑнлантӑн эсӗ ҫак сӑмахсене?
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин, ҫак сӑмахсене итлемесӗрех, диверсант патне пычӗ те унӑн килте тӗртсе тунӑ свиткин ҫухавине антарчӗ, ют ҫыннӑн хӗрлӗрех ҫӳҫпе хупланнӑ ӗнси ҫине пӑхрӗ:
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Мана туянаканни, — (ку сӑмахсене каланӑ чух вӑл куҫӗсене ытла та темле кулӑшларах, тӑрӑхланӑ евӗрлӗ йӑлтӑртаттарчӗ те куланҫи турӗ).
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен урисем, кӑшласа пӗтернӗ чӗрнеллӗ вараланчӑк аллисем, Оперовӑн пиллӗкмӗш пӳрни ҫинче вӑрӑм ӳссе кайнӑ пӗр чӗрне, кӗрен кӗпесем, кӑкӑрлӑхсем, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн каланӑ ятлаҫуллӑ сӑмахсем, таса мар пӳлӗм, Зухин, сӑмси шӑтӑкне пӳрнипе хӗссе хурса, ӑна вӗҫӗмсӗр нӑшлаттарни, уйрӑмах хӑйсене манер калаҫнисем, сӑмахсене урӑхларах пӗлтерӗшпе, хӑйне евӗрлӗ сасӑпа каланисем, — ҫаксем пурте манра курайманлӑх туйӑмӗ вӑратаҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лӑпкӑ чухне, хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене йышӑнма пултарнӑ вӑхӑтра, ҫав сӑмахсене нихҫан та каламан эп ана.В спокойном же состоянии, когда он мог сознаться, я никогда не говорил ему этого.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя ҫут тӗнчере нимрен ытла йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑмахсене калама юратманнине, вӗсенчен йӗрӗннине эпӗ пӗлсех тӑратӑп, Варенька та вӑхӑт ирттересшӗн ҫанталӑк пирки е урӑх япала ҫинчен калаҫнинчен яланах кулать, — анчах пӗрле ларнӑ чух мӗншӗн-ха, пӗр-пӗринчен вӑтаннӑ пек пулса, вӗсем иккӗшӗ те ялан чӑтмалла мар йӗрӗнтерекен сӑмахсем калаҫҫӗ?
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.