Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсем (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтра ман хӑлхара Иван Михайлович халь ҫеҫ каланӑ «ҫунатлӑ» сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ, вӑл Семен Сергеевича тыттарнӑ парне — тӗрленӗ пурҫӑн кӗпе — куҫ умне тухса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Ҫак сӑмахсем паянхи кун та ҫивӗч хӗҫпӑшал вырӑнӗнчех.

Help to translate

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тавтапуҫ, аван, — хӑйшӗн те тӗлӗнмелле тутисем хушшинчен сӑмахсем вӗҫсе анчӗҫ унӑн.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки сӑмахсем асӑрхаттармалӑх пек — урӑх пӳкле вилӗм ан пултӑр тени.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ ҫын вилет, — вӗлле хурчӗсем пек явӑнчӗҫ хӗрарӑм-амӑшӗн пуҫӗнче сӑмахсем, пӗри тепринчен хӑрушӑрах.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эп сана, — чашкӑрчӗ вӑл, кирлӗ сӑмахсем тупайманнипе ҫилленсе.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аяларах икӗ питлӗ сӑмахсем: «Кашни ҫемье хӑй ирӗкӗпе патшалӑха пама сӑмах парать…»

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ҫапла ытла та пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, кӗтнипе тата асап тӳснипе вӑрҫӑпа ял хушшинче хыпар валеҫекен Кулине ывӑнса ҫитрӗ, анчах та вӑл ӑнланать — хӑйӗн те упӑшки фронтра, халь-халь аслӑ ывӑлне черет ҫитет — ҫавӑнпа ырӑ тухтӑр пек лӑплантармалли сӑмахсем шырать:

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эх, эсир, ӗнсе ҫинчи йӗкехӳресем! — хӑй сисмесӗрех сӑмахсем тухса кайрӗҫ унӑн.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аташса кайрӑм, — лӑпкӑ калаҫу пуҫлама сӑмахсем тупрӗ Ваҫиле.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑмахсем вӗсем чӗрӗ мар.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑмахсем те ытлашши.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку ҫав тери пысӑк сиен кӳни! — хитре сӑмахсем нумай пӗлекен докладчик, ҫурма ҫар тумӗ тӑхӑннӑскер, орден ҫакнӑскер, юнаса илчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Итле-ха, Ваҫиле, — ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӗсем урӑх чӗнмерӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн пек сӑмахсем манӑн асра юлнӑ: «Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче, / Кӑвак пӗлӗт явӑнать. / Ватӑ йӑмра тайӑлса / Тӗсне пӑхса савӑнать».

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша тем каласшӑнччӗ хӗр, ӑнлантарасшӑнччӗ, анчах кирлӗ сӑмахсем тупаймарӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Туя вӗҫӗнчи хуппине хупса темӗнле сӑмахсем чашкӑрчӗ, унтан туя ҫумӗнчи ункӑран туртрӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Апла кин тӑвӑпӑр, — каллех сивӗ куҫӗсемпе пӑхса, сиввӗн кулса чуна шӑнтакан сӑмахсем калама пуҫларӗ вӑл.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed