Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни кун пӗр вӑхӑтра ҫырса пырӑр: 1) сывлӑш температурине (ӑшӑпа сивве), 2) ҫил ӑҫталла вӗрнине, унӑн вӑйне, 3) пӗлӗтлине, 4) нӳрӗк ӳкнине, ҫумӑра, юра, пӑра, сывлӑма тата пасарнине.
Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Курӑк ҫинчи сывлӑма Хӗвел парать ӑшшине.
Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Е тӗттӗм каҫсем, хӑйсен пӗркенчӗкӗсене хывса, ирхи сывлӑма ҫӗр ҫине ӳкернӗ вӑхӑтра, шӑпчӑк юрлани кам чӗрине хускатмӗ?
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑрман хыҫӗнчен саркаланса тухакан хӗрлӗ сарӑ хӗвел ирхи сывлӑма пӑслантарма тытӑннӑ, ҫавна пула сывлӑш кӑшт нӳрӗрех.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шавпа вӑраннӑ ҫерҫисем, ҫул хӗрринчи йӑмра турачӗсем ҫинче сиккелесе, ҫынсен пуҫӗсемпе хулпуҫҫийӗсем ҫине ҫулҫӑ ҫинчи сывлӑма тӑкаҫҫӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сулхӑн сывлӑшпа ноябрьти йӗпхӳ сывлӑма йывӑрлатмаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӳлеклӗ каҫсерен Кӑшт тӗлӗрес пулать, Вара шур шуҫӑмла, Ӗҫсе сив сывлӑма, Кӗтсе сап-сар куна, Кларас пулать чуна.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Хӗвел пӗлӗт хыҫӗнчен тухса сывлӑма ӗҫсе ярайман-ха, вӑл ҫур пӗлӗте юн пек хӗрлӗ тӗспе сӑрлама ҫеҫ ӗлкӗрнӗ, ӑшӑтаймасть, хирсем ҫине шӑрӑх сапалаймасть.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Уҫланкӑри ҫӑра сывлӑм пӗрчисемпе шӑрҫаланнӑ курӑк сывлӑма пула сенкеррӗн курӑнса ларать, ирхи ҫурма тӗттӗм сирӗлсе ҫитмен тӑвайкки хӗрринче вара вӑл темле тӗксӗмрех кӑваккӑн йӑлтӑртатать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ирина, — терӗ Сергей, атӑ пуҫӗпе курӑк ҫинче шӑрҫаланса ларакан сывлӑма сирсе, — эпӗ сана пӗр сӑмах каласан, эсӗ мана ӗненӗн-ши?
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лашасем тулхӑркалаҫҫӗ, сӗлӗ ҫинчи сӗткенлӗ сывлӑма чӗрнисемпе чӗтрентерсе тӑкаҫҫӗ.Лошади шли, пофыркивая, копытами сбивая сочную росу с овсов.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ирхине, хӗвел ирхи сывлӑма типӗтсенех, пур ҫӗрте те тырӑ вырма пуҫларӗҫ.Утром, как только солнце высушило росу, повсюду началась косовица.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1