Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухалне (тĕпĕ: сухал) more information about the word form can be found here.
Анчах апат шухӑшне сире-сирех пӳлӗмне кайса ҫӑвӑнчӗ, сухалне хырчӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унта шӑпах Альдонна ашшӗ, хӗп-хӗрлӗ сухалне кӑкӑр таранах ӳстерсе янӑ Пурхиле мучи, пурӑнатчӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Касмухха йывӑҫ ҫу сӗрнӗ ҫӳҫӗпе чӑл-чал сухалне ывӑҫ тупанӗпе якатса илчӗ те: — Мужиксем! — терӗ евӗклӗ сассипе, — паян эпӗ сире Окружной суд мӗн йышӑнни ҫинчен пӗлтерме пухрӑм.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗншӗн-и?.. — шӗвӗркке сухалне малтанхи пекех хыҫкалам пекки турӗ тиечук.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, ҫырма тытӑнас вырӑнне таҫталла, айккинелле пӑхкаласа, шӗвӗркке сухалне хыҫкаласа тӑчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушӑ куркана арӑмне тавӑрса парсан, сухалне, мӑйӑхне ывӑҫ тупанӗпе шӑла-шӑла:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат-ҫимӗҫне пештӗр хуппи ҫине кӑларса хатӗрлесен, Ҫтаппан икӗ айккинелле кӑшӑлланса выртакан ҫӑра ҫӳҫне, сарлака сухалне пӳрнисемпе тураса якатрӗ те каллех хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗлтернӗ пулсан та кая юлаттӑр: пуп ҫӳҫӗпе сухалне ӗнерех касса тирпейлеме ӗлкӗрнӗ пулас, — терӗ те Казаков, хӗре тенкел ҫине ларма сӗнчӗ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, мӑйракисене пӑркаласа, савӑл пек сухалне силлекелесе, пӗр хушӑ чиркӳ алӑкӗ умӗнче пӑх-каласа тӑчӗ, унтан, урисемпе шаклаттарса, шала кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут шӗвӗр сухалне сӑтӑркаласа илчӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Василий Александрович кумӑш сӑмахӗсене вырӑсла профессора пӗлтерсен, лешӗ сухалне сиктерсе кулса илнӗ, тем каланӑ.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шурӑ сухалне ывӑҫӗсемпе икӗ енчен сӑтӑркаласа, тӳпенелле пӑха-пӑха илчӗ, унтан пӗтӗм ял илтмелле янӑравлӑ сасӑпа ҫынсене мечӗте пуҫтарӑнма чӗнме пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шакла пуҫне укапа тӗрленӗ тӳпеттей, ҫине шалпар шурӑ кӗпепе хура шӑлавар, урине сарӑ атӑ тӑхӑннӑ мулла, пӗчӗк ҫеҫ шап-шурӑ сухалне сӑтӑркаласа: — Эй, алла… Эй, алла писмилля, — тесе мӑкӑртатрӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑйӗ ҫумне хӗссе, асар-писер мӑйракаллӑ ҫамкине малалла турӗ, ҫирӗп урисем ҫине хытӑ тӗревленсе, пӗрре хӗрлӗ, тепре ҫутӑ курӑнакан куҫӗсене хуҫи ҫине тӗллерӗ — Микуль те, ыттисем те тапах чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ушкӑн пуҫӗнче, виҫӗ хутчен клентӗр пек пӗтӗрӗнсе айккинелле шӗвӗрӗлсе тӑракан пысӑк мӑйракаллӑ пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса, алса пек сухалне килӗшӳллӗ сӗлтсе, малти урисене хуҫлатмасӑр, тӳп-тӳрӗ илтерсе, шак! шак! тутарса, вӑрӑм шурӑ ҫӑмлӑ така пырать.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн кивӗ сӑхман аркипе сайра сухалне ҫурхи ашкӑнчӑк ҫил хаяррӑн лӑскать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Арина, Ондрея кайса чӗн-ха, — вӑрӑм сухалне арӑмӗ еннелле сулса илчӗ старик.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ ҫаврака сухалне чӗтретсе кулса ҫеҫ илчӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та мӑрса пуррине манса кайман эсир, — сухалне шӑлкаларӗ Сарри.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чарусӑр тиексем, ӗмӗтсӗр тиексем хӑтланаҫҫӗ кӑна, — терӗ Шигалей шӗвӗр сухалне лӑс-лӑс силлесе.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed