Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурчӗ (тĕпĕ: сур) more information about the word form can be found here.
(Ку сӑмахсене Ҫтаппан юрласах каларӗ те ҫӗре лач! сурчӗ, унтан кӑмака хыҫне кайса мунчала илчӗ, сурчӑкне чӗркуҫленсех шӑлчӗ).

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Халь те ҫавӑн пекех вӑл! — ҫӗрелле чӑрт! сурчӗ Кермӑн.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Куян ҫури эс, Петӗр, ҫын мар», — тесе Таранов чӑлт! сурчӗ те библиотекӑна кӗчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, текех калаҫмастӑп, санран йӗрӗнетӗп тенӗн, хӑй патне пырса тӑнӑ офицера питӗнчен лачлаттарса сурчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу лач! сурчӗ те каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тьфу, тьфу, тьфу… — вӗҫӗмсӗр сурчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пире кӑтартнӑ асап-терте халӗ хӑвӑн юнупа ҫу! — кӑшкӑрчӗ ачакассисенчен пӗри, лапсӑркка ҫӳҫлӗ лутака арҫын, вара Ахпӑлат енне лач! сурчӗ те утне туртса ҫапрӗ, малалла сиккипе вӗҫтерчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс, Иннокентий, ман хуйха ан тив, юнланса тӑракан сурана тӑвар ан сап! — терӗ вӑл сиввӗн, вара шӑлӗ витӗр аяккалла чӑртлаттарса сурчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчамас ҫак сӑмахсене каларӗ те, ури ҫине ҫӗкленсе, виҫӗ хутчен пӗр вырӑнта сиксе илчӗ, унтан тарса пытанма тӑрӑшакан Карлай енне виҫӗ хутчен сурчӗ

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Федя ун ҫине сурчӗ те аяккалла тухса ӳкнӗ автомата ҫавӑрса тытрӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Павӑл еннелле ҫаврӑнса аяккалла чӑрт сурчӗ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

— Мур илесшӗ, шӑпах йӗке тымар ҫине лаплаттарнӑ иккен эпӗ, — шӑтӑрт ҫыртнӑ шӑл витӗр сӑрхӑнтарса кӑларчӗ ҫакскер, унтан, пуҫне икӗ енчен аллисемпе тӗкӗлесе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, хытнӑ, илтӗни-илтӗнми саспа «чӑмласа сурчӗ»:

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Ав мӗскер иккен кунта!» — лач! сурчӗ аяккалла, унтан вӗлтрен чӗпӗтнӗ пӑшӑл-пӑшӑл ал пӳрнисем ҫине уф-ф! уфф! вӗркелесе илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑна сӑптӑрса татса илчӗ те алӑ ҫупки ҫине хучӗ, ҫулҫӑ ҫине лач сурчӗ, вара ҫак «пластыре» суран ҫине асӑрханса, типтерлӗн хурса ҫыпӑҫтарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис машинине чарса тӑратса кабинӑран сиксе тухрӗ, чӑрт! сурчӗ, вара кӳлленчӗке тӗпчеме пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан, ан куҫӑхтӑр тесе, вӑл кӗмӗл укҫа ҫине сурчӗ те жилетӑн ҫӳлти кӗсйине чиксе хӑй ҫулӗпе уттарчӗ.

Потом поплевал на монетку, чтобы не сглазить, положил ее в верхний карман жилета и пошел себе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан вӑл, аллипе пилӗкӗнчен тытса каҫӑрӑлса тӑчӗ те, ачасем еннелле ҫаврӑнчӗ, шӑлӗ витӗр чартлаттарса сурчӗ.

Подбоченясь, он повернулся и сплюнул сквозь зубы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫтук пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарчӗ, хӑйне валли амӑшӗ ятарласа пылпа вӗретнӗ эрехе пӗчӗккӗн яра-яра ӗҫрӗ, анчах усӗрӗлмерӗ, ӳсӗрме те чарӑнмарӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑкӑрне ярса тытса, урама илтӗнмелле ӳсӗрчӗ, кӗл витрине юнлӑ сурчӗ

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара пӗр самант чӗнмесӗр пычӗ те, тӳсеймесӗр, чӳрече витӗр тулалла лач! сурчӗ.

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed