Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулӑсем (тĕпĕ: сулӑ) more information about the word form can be found here.
Кӗмӗлтен явса тунӑ мӑй ҫыххипе сулӑсем, чӗн пиҫиххирен ҫакса янӑ капӑрлӑх, ӗлккен куҫлӑ ҫӗрӗ ҫав арҫыннӑн сумлӑхне палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем кӗмӗлтен, ылтӑнран, туйӑртан, пӑхӑртан тунӑ куҫлӑ ҫӗрӗсемпе сулӑсем тӑхӑннӑ тата хӗрлӗ е ылтӑн тӗслӗ шӑрҫа, тенкӗллӗ алка, ҫум ҫаккипе ытти эрешсене ҫакнӑ.

Help to translate

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пирӗн боецсене чӗрӗ юлмалли сулӑсем парасси йӑлана кӗнӗ.

Петров Н.И. вручил нашему герою браслет в качестве оберега.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Шыв ҫинче умлӑ-хыҫлах сулӑсем тӑраҫҫӗ.

На реке один за другим стоят плоты леса.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сарлака шыв тӑрӑх пассажир парохочӗсем ирӗккӗн ҫӳреҫҫӗ, сулӑсем юхаҫҫӗ; темиҫе пин пысӑк кимӗсемпе пӗчӗк кимӗсем тӗрлӗрен япаласем — нефть, вӑрман, тӑвар, пулӑ, тырӑ турттараҫҫӗ.

По широкому простору реки свободно идут большие пассажирские пароходы, плывут плоты, тысячи больших и малых судов перевозят разнообразные грузы — нефть, лес, соль, рыбу, хлеб.

Пысӑк юханшыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Воевотӑ ҫурчӗн аялти хутӗнче Купсасем ун патне парнесем кӳреҫҫӗ: Пир-ар та, пустав та, илемлӗ парчче, Кӗмӗлтен шӑратнӑ тирек, ҫӑпала, Сулӑсем, алкасем, мерчен куҫлӑ ҫӗрӗсем, Татах та нумай ытти япала: Тутлӑ апат-ҫимӗҫ, хаклӑ эрехсем…

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кушак пӑрҫинченех сулӑсем те пулчӗҫ.

Help to translate

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Телей урапи» ҫынсене тӗрлӗрен сулӑсем, ҫӗрӗсем, алкасем, ытти тӗрлӗрен хаклӑ япаласем выляса илме илӗртет.

«Колесо счастья» сулило выигрыши: браслеты, кольца, серьги и другие драгоценности.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр Кузьмич Атӑл тӑрӑх анаталла юхакан сулӑсем ҫине, виҫӗ палубӑллӑ шурӑ теплоход ҫине, хаваслӑ парӑслӑ кимӗсем ҫине, шыв ҫийӗпе вӗҫсе пыракан «Спутник», «Ракета» ятлӑ ҫӑмӑл пӑрахутсем ҫине курми куҫпа пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗҫ шыраса вӑл фабрикӑ-заводсене, рудниксемпе шахтӑсене туртӑнать, вӑрман касса сулӑсем юхтарнӑ ҫӗре ӗҫлеме кӗрӗшет, хуласемпе пристаньсенчи хура ӗҫе каять, улпут-хуҫасем патне тарҫа кӗрет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӗрарӑмсем тем хак парса, йӗрсе-макӑрса тенӗ пек, уҫмушка е ҫур кӗренкке, е кӗренкке сахӑр, хӑма чейӗ, иҫӗм ҫырли туянаҫҫӗ, чечеклӗ тутӑрсемпе писевсем, хӑлха ҫаккисемпе сулӑсем туянма та манмаҫҫӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Воевода хушнипе стрелецсен пӗр пайӗ каҫмасене хураллама саланчӗ, ыттисем мӑрсасен тӗкӗрҫисемпе пӗрле сулӑсем тума тытӑнчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫӗнӗ те пысӑк кимӗ патне ҫитсен утне тап! чарчӗ те пурне те кимӗсемпе сулӑсем ҫине ларма хушрӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сулӑсем умӗн Кучак ҫыннисем кимӗсемпе самай йышлӑн сыхласа пычӗҫ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем каласа кӑтартнинчен думнӑй дворянин Кучак отрячӗ лашасене ку енне каҫарма йывӑр сулӑсем тума тытӑнни ҫинчен пӗлчӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь кайнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ, пӗр ирхине Ҫаврака сӑрт патне сулӑсем ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сулӑсем юхса кайни ҫинчен полицейские актӑ ҫыртарчӗ.

Help to translate

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем ытти хамӑр ял ҫыннисемпе Шӗшлӗнне Кукшакра вӑрман каснӑ, сулӑсем тунӑ.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ал тунисенче — ҫутӑ сулӑсем.

На запястьях блестящие браслеты.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed