Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулать (тĕпĕ: сул) more information about the word form can be found here.
Аллипе сулать те ҫармӑссене хушать: Хуракӑшне йӑтса кӗме воевотӑ пӳртне.

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Тӗрӗслеве чӗнсен хӑшӗ-пӗри алӑ сулать. Организмри улшӑнусене ҫийӗнчех тупса палӑртни ҫынсемшӗн хӑйсемшӗнех лайӑх-ҫке, вӑхӑтра сипленме май парать», — тет вӑл.

Help to translate

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

«Сана мӗн кирлӗ, мӗн чухлӗ кирлӗ?» тесе ыйт-ха унран; вӑл пуҫне сулать те санӑн сӑмаххусене пурне те итленӗ пек пулать, мӗншӗн тесен халлӗхе вӑл пире хирӗҫ нимӗн те тӑваймасть.

Говори ему, что тебе угодно и сколько угодно: он кивнет головой и состроит послушную рожу, потому что сейчас другого выхода у него нет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кулса халтан кайнисем ӑна чарӑнма ыйтсан Хветле аллине ҫех сулать.

Когда уставшие от хохота просят ее остановиться, она только рукой махнет:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл урӑх еннелле пӑрӑнать те аллине сулать.

Наконец он отмахнулся отпрянул всторону.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер шыв тултарса ӗҫет, хӑрушӑ япала калама хатӗрленнӗ пек, сывламасӑр тӑрса ҫӑварне карать те аллине кӑна сулать.

Мульдиер, зачерпнув ковш воды, жадно пьет, потом долго стоит, затаив дыхание, словно собирается сказать что-то очень важное.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ура сассисем илтӗнессе кӗтсе хыҫкаланса ларнӑ Ухтиван аллине сулать: ан тив ӗнтӗ, вӗсем те савӑнса юлччӑр.

Но боясь пропустить в ночной тиши звук желанных шагов, Ухтиван не стал отбиваться от назойливых кровопийц, пока ему не до них…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кулава тем калама хӑтланса хӑй-хӑй-хӑй туса илет те аллине сулать.

Голова пытается что-то сказать, по голос у него сел окончательно, он безнадежно машет рукой.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер сасартӑк чарӑнса тӑрать те кӑштах шухӑшласа пӑхса аллине сулать.

Мульдиер растерянно моргает глазами, но, подумав немного, машет рукой:

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑхса тӑрсассӑн чун тӳсеймӗ: Пӗри сулать ҫавапала, Тепри ҫӗкленӗ тимӗр сенӗк.

Help to translate

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эп тӗлӗнсе ларатӑп-ха, — пуҫне сулать Ятман.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадир аллине ҫеҫ сулать:

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутар пуртта татах сулать, ҫук, касӑлмасть.

Help to translate

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ухмахсен вӑййи кӑна вӑл, — ал сулать пӗри те тепри.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Халь вӑл аслашшӗ пулла чӗнсен аллине ҫеҫ сулать; пулӑ тытассине ача вӑййи вырӑнне ҫеҫ хурать.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллах, алӑ сулать те хӗррине парӑнса тӑрать.

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Сӑнчӑрласа лартсан, аллине сулать те, сӑнчӑрсем ун ҫинчен веҫ тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ.

Цепи на него наденут, а он в ладошки затрепещется — они с него так и попадают.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Кунти пек турӑ ҫынниех, сӑмахласса та кунти ҫынпа сӑмахланӑ пекex сӑмахлатӑн унпа; ҫапах та чӗре патӗнчи… сӑмаха каласси патне, ҫитсен куратӑн: ҫук! ӑслӑ ҫынсем, анчах сана кирлисем мар! ҫакан пек ҫынсемех, анчах сана кирлисем мар! ҫук, тӑвансем, вырӑс чунӗ юратнӑ пек юратма, ӑспа е мӗнпе те пулин урӑххипе мар, турӑ панипе мӗн-пурӗпе, хӑвӑн ӑшӑнта пуррипе мӗн-пурӗпе юратма-а!.. пултараймаҫҫӗ!» тет Тарас; вӑл аллине сулать, кӑвакарнӑ пуҫне силлесе илет, мӑйӑхне хускатса малалла калать:

Также божий человек, и разговоришься с ним, как с своим; а как дойдет до того, чтобы поведать сердечное слово, — видишь: нет, умные люди, да не те; такие же люди, да не те! Нет, братцы, так любить, как русская душа, — любить не то чтобы умом или чем другим, а всем, чем дал бог, что ни есть в тебе, а… — сказал Тарас, и махнул рукой, и потряс седою головою, и усом моргнул, и сказал:

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Виктор каллех пуҫне сулать, тӗлӗнсе шухӑшлать: экзамена хатӗрленсе, Милочкӑпа задача шутланинче мӗн вӑрттӑнлӑхӗ пултӑр?

Виктор опять кивает, удивляясь, зачем надо делать тайну из того, что Милочку натаскивают к экзаменам, решая с ней какие-то задачи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Виктор, хӑйне мӗн каланине пачах та ӑнланмасӑр, килӗшсе, пуҫне сулать.

Виктор, совершенно не понимая, зачем нужно его молчание, кивает утвердительно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed