Шырав
Шырав ĕçĕ:
слюдаран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Воропаева пӗчченӗн те, Америка матросӗсен ушкӑнӗпе те сӑн ӳкереҫҫӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсене вӑл мӗн пуррине пӗтӗмпех парса пӗтерчӗ: Хура тинӗс ҫывӑхӗнче пурӑнакан пӗр ӑстаҫӑ дюралюминирен тунӑ портсигара, пӑшал гильзинчен тунӑ зажигалкӑна тата пластмасса авӑрлӑ пеккине; ун вырӑнне хӑнасем те ӑна пӗр ултӑ авторучка, алӑ пуснӑ ҫур доллар, слюдаран тунӑ футлярӗ ӑшне пӗчӗкҫӗ лампочка вырнаҫтарнӑ пирки ҫутӑлакан ытарма ҫук кӑмӑллӑ кӑранташ тата Америкӑна хӑнана чӗнсе ҫырнӑ вунпилӗк сӑнӳкерчӗк пачӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Страницăсем:
- 1