Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫне сиктермесӗр, татти-сыпписӗр пӑхрӗ вӑл йӑмӑкӗ ҫине, пит-куҫӗ ӗшенсе те ҫиленсе курӑнчӗ, вӑл вилнӗшӗн ҫиленнӗ пек пӑхса тӑчӗ Саня.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах тепӗр чухне эпир каллех витрина умӗнче сӑмах чӗнмесӗр, куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑмӑр…Но наутро мы снова молча стояли перед витриной и смотрели, смотрели, смотрели…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лифтпа хӑпарнӑ чух ман ҫине вӑл куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ, эпӗ ӳсӗр мар-и, терӗ пулас вӑл, енчен ӳсӗр пулнӑ пулсан хӑйне мӗнле усӑ пулма пултарӗ тесе шайланӑ пек пӑхрӗ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калаҫмасӑр тӑмашкӑн питӗ кансӗрччӗ вара, мӗншӗн тесен Сивцев-Вражека каҫ сиктермесӗр Катя кукамӑшӗ пыра-пыра каятчӗ.Но это было не так-то легко, потому что почти каждый вечер на Сивцев–Вражек приходила старушка.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрне ҫеҫ ӑнланса илеймен вӑл: мӗншӗн-ха, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ пулин те, пӗр кӗтмен ҫӗртен ун патне пырсан Николай Антонычпа Ромашка ҫине пӗтӗм ҫӗр тӑршшӗпе куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑм иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче, сӑмахран, ирхине эпӗ ыйхӑран вӑрантӑм та хампа юнашар выртакан ҫын, куҫне сиктермесӗр, мачча ҫине пӑхса тӑнине асӑрхарӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл унта кун сиктермесӗр ҫӳрет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑна эпӗ сире пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа патӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем председателе вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ, эпӗ вӗсен калаҫуне пӗр сӑмах сиктермесӗр итлетӗп, чи ответлӑ самантра председателе ҫӑлатӑп.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ кӗпер еннелле куҫ сиктермесӗр пӑхатӑп, самантран саманта машина сиксе тухасса кӗтетӗп.Я не сводила глаз с того конца улицы, который обращен к мосту, я ждала машину с минуты на минуту.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман хамӑн та ҫак ответах ҫырас килсе кайрӗ, анчах, ҫырас пулсан, пӗр тытӑннӑ япала, пур ыйтусене те пӗр сиктермесӗр ответ парса тухмалла пек.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн ывӑлӗ, пӗр вун пилӗк ҫулхискер, пирӗн пата ҫӳреме иленчӗ: кун сиктермесӗр пыратчӗ вӑл, пӗрре унӑн ҫавна тумалла пулать, тепре тата темӗн тумалла, тесе.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ухутара кирек хӑҫан та ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр малтан сиктерсе пынине курса, кӳршисем ун ҫинчен пурте пӗр ҫӑварпа, унран нихӑҫан та йӗркеллӗ столоначальник пулас ҫук, тенӗ; хӗрсем ун ҫине хӑш чухне пӑха-пӑха илнӗ, тепӗр чухне куҫ сиктермесӗр те пӑхса тӑнӑ; анчах Алексей вӗсемпе пӗрле сахал пулкаланӑ, лешсем Алексей пӑхман пирки унӑн ӑҫта та пулсан юратнӑ хӗрӗ пур пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗрле чухне, пӗр самант сиктермесӗр тенӗ пек, унпа шӑкӑлтатнӑ, мӗнпе те пулин ӗҫлӗ пулма тӑрӑшнӑ, пур япала тӗлӗшпе те хӗр унӑн шухӑшне пӗлесшӗн пулнӑ тата яланах ун шухӑшӗпе, вӑл каланипе килӗшнӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Бенӗ ун хусканӑвӗсене куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ, ҫав ӗҫпе интересленнӗҫемӗн интересленсе пычӗ.Бен следил за каждым его движением, проявляя все больше и больше интереса к делу.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ун чухне союз членне кӗрес текенсен пултарулӑхне пӗр ҫынна сиктермесӗр секцисен ларӑвӗсенче пӑхса тухнӑ.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Вилнисене чӑваш йӑлипе мунча кӗртсе асӑнни, тӑвансемпе рет тухни, амӑшӗ «вӑрлӑх туртма» кайса ҫӳрени, ашшӗн тӗрмери тата вӑрҫӑри инкекӗсем, пӗтӗм ялпа вӑрманта утӑ ҫулни, кил-ҫурт ҫавӑрни, амӑшӗ Шур Хулари ывӑлӗ-хӗрӗ патӗнче виҫшер кун пурӑнса курни-шухӑшлани – тата ытти нумай ӳкерчӗке Иван Павлович Егоров хӑйӗн чӑн ятӗнченех питӗ ҫыпӑҫуллӑн, лайӑх фотоӳкерчӗкри пек пӗр ним сиктермесӗр «натурально» ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫырса кӑтартнӑ.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
29. Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ, 30. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, пророксем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.