Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юн таппи: «Атте… анне… атте… анне…» — тенӗн, ҫакӑ икӗ сӑмах юн тымарӗсен кашни хутламӗнчен ҫиеле тухасшӑн пӑлт-пӑлт сикнӗн туйӑнать:
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫав ҫын халь Атӑл хӗрринче пуҫне ҫӗклерӗ те пире курчӗ, шартах сикнӗн туйӑнчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Стар вӑрман еннелле ҫул тытрӗ; унӑн пӗртен пӗр тӗллев: ӗшенӳ шыраса тупасси, тата — чи ҫӳллӗ шайрине, ҫавӑн чухне шӑмӑ сыпписем сикнӗн туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӑл силленекен пӗрене ҫинчен сикнӗн ҫӗрелле ыткӑнчӗ, унтан, шанчӑклӑн хыпаланса, пӗтӗмпех малтан палӑртса хунӑн, ҫавӑнпах чарӑнса тӑма, иккӗленме кирлӗ маррӑн ҫыран айлӑмӗ еннелле чупсах кайрӗ; ҫыран йӗрӗнче — пӗрре ҫухала-ҫухала, тепре курӑна-курӑна — хӗрлӗ сӑран калпак куҫать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Кадудара Сантус хӑйӗн пуканӗ ҫинче сикнӗн туйӑнса кайрӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Вӑл ял Советӗнчен тин кӑна тухнӑ колхозниксемпе калаҫу мӗнле пӗтнине пӗлме ӗлкӗрнӗ пулмалла: унӑн тути хӗрри кӗтессисенче вӑл хӑйне хӑй ҫирӗп шаннине, чӗрре кӗме хатӗррине палӑртакан сӗмсӗр йӑл кулӑ кӑрт-карт сикнӗн чӗтренкелесе тӑрать.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1