Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехете (тĕпĕ: сехет) more information about the word form can be found here.
Кун пек пӗчӗк парнене Алла Леонидовна та тивӗҫрӗ, ҫавӑн пекех тӗлпулура Тавӑтсем асӑнмалӑх хӑйсен аллипе хатӗрленӗ сехете парнелерӗҫ.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

32 ҫак тытӑмра тӑрӑшакан Владимир Яковлев республика Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе алла ҫыхмалли сехете тивӗҫрӗ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

— Ултӑ сехете каясшӑнччӗ — ӗлкӗреймерӗм, — терӗ Радик.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫапла пӗр ҫур сехете яхӑн ларнӑ эпӗ, пит-куҫ хамӑн, паллах, хуп-хура хуралса пӗтнӗ ӗнтӗ, куҫсем те хӗп-хӗрлех хӗрелсе ларнӑ пуль, йӗре-йӗре, анаслакан пултӑм.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пирӗн вӑхӑт сисӗнмесӗр шурӗ, эпир ҫапла икӗ сехете яхӑн кайрӑмӑр…

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пӗр сехете яхӑн пулчӗ вӑл унта, профессор пединститут хыҫҫӑн консерваторие килсе лекнӗ ҫынна уйрӑмах хытӑ тӗрӗслерӗ пулас.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Столовӑй умӗнче сехете яхӑн тӑнӑ хыҫҫӑн пӗр кивӗ грузовик тупӑнчӗ те Ирҫекассине каяканскер, Герасим Федотовича вӑрман хыҫӗнчи уйра антарса хӑварчӗ…

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Фермӑра пӗр сехете яхӑн пултӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каплипе эсир сехете кӑна мар, ҫынна та ҫӗмӗрсе пӑрахма пултаратӑр.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сардимиров ылтӑн сехете хӑлхи патне тытса силлесе пӑхрӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира ҫапла каласа ылтӑн сехете сӗтел ҫине ывӑтрӗ те пит-куҫне аллипе хупласа столовӑйран чупса тухрӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Асаттепе пӗр чаҫре хамӑр ял ҫынни те пулнӑ, асаннене ҫав ырӑ салтак тавӑрса панӑ хайхи хаклӑ сехете.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Виҫӗ сехете яхӑн кӗтсе ларма тиврӗ Сардимирова — ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ тӗлелле кӑна ман алла вӑл йӑл-йӑл кулкаласа ӑшшӑн чӑмӑртарӗ:

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫур сехете яхӑн пикенсе ӗҫлерӗҫ, чылай ҫӳллӗ утӑ купи пулчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӳлӗ хӗррипе ҫур сехете яхӑн кайсан, унӑн кӑнтӑр ҫыранӗ патне тухрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Сехете каялла пама пултарӑн та, сан пирки персе вӗлернӗ ҫынна чӗртеймӗн!» — тет ашшӗ.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ача сехете тытса пӑхать те ҫын ӑҫта иккенне пӳрнепе тӗксе кӑтартать.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вулӑса эпир вунпӗр сехете пырса ҫитмелле.

Help to translate

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сехет ҫине пӑхса илтӗм — йӗппи ҫурҫӗр вӑхӑчӗ иртнӗренпе ик сехете кӑтартать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed