Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юрлани чарӑнсан кардинал ҫутнӑ ҫурта тытса чӗркуҫленсе тӑракан икӗ йӗрке монахсемпе священниксен хушшипе утса собора кӗчӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унтан, шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн: — Ара, тепӗр тесен, священниксен те ачасем пулаҫҫӗ вӗт, — тесе хушса хучӗ.
I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
6. Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Священниксен йӗрки улшӑнсан, саккуна та улӑштармалла пулса тухать.12. Потому что с переменою священства необходимо быть перемене и закона.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне, 9. священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ; 10. вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна апла тума юраманни ҫинчен каланӑ: унта хамӑр халӑх ҫыннисен никамӑн та — священниксен те пулин — кӗме ирӗк ҫук, пуриншӗн те пуҫлӑх пулса тӑракан аслӑ священник ҫеҫ унта ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать, тенӗ; анчах Филопатор итлесшӗн те пулман.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лешӗ вара, патша умне тӑрсан ӑна тивӗҫсӗр мухтаса, Иасон укҫи ҫумне тата виҫҫӗр талант кӗмӗл хушса, священниксен пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иерусалим хулипе Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакансемпе аслӑ ҫынсем тата Иуда — Аристовула, Птолемей патшана вӗрентнӗскере, ҫу сӗрнӗ священниксен йӑхӗнчен тухнӑскере, тата Египетри иудейсене савӑнӑҫпа сывлӑх сунаҫҫӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑн пекех левитсем те священниксен ҫӗрӗпе юнашар ҫӗр илӗҫ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулӗ; пӗтӗмӗш тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мана хапха айккинчи ҫулпа священниксен ҫурҫӗрелле пӑхакан таса пӳлӗмӗсем патне илсе тухрӗ, акӑ ҫакӑнта, анӑҫ енче, хӗрринче, пӗр вырӑн.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Священниксен нимӗнле виле ашне те, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине те, — кайӑк-и вӑл, выльӑх-и, — ҫиме юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сирӗн малтан ӗлкӗрнӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗр, кӑмӑлтан паракан тӗрлӗ парнӗрсем, — вӗсем кирек мӗн пулсассӑн та, — пурте священниксен пулать; хӑвӑр килӗр пиллӗхлӗ пултӑр тесен, малтан авӑртнине те священника парӑр.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем тырӑ-пулӑ парнинчен, ҫылӑх парнинчен тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парнерен илсе ҫийӗҫ; Израильре тупаласа пани те пӗтӗмпе священниксен пулать.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.