Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Священниксем: Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын; 37. Иммер ывӑлӗсем — пин те аллӑ икӗ ҫын; 38. Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫын; 39. Харим ывӑлӗсем пин те вунҫичӗ ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн пек Пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман; Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, ҫавӑнта пулнӑ Иудейӑпа Израиль халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем ирттернӗ пек Пасха ирттерсе курман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ, 14. ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла хатӗрленсе ҫитсессӗн, патша хушнипе священниксем хӑйсен вырӑнне тӑнӑ, левитсем те хӑйсен ушкӑнӗсемпе тӑрса тухнӑ; 11. ӗнтӗ Пасха путекне пуснӑ; священниксем унӑн юнне левитсен аллинчен илсе сирпӗтсе тухнӑ, левитсем тир сӳсе тӑнӑ; 12. вара, Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, ҫав выльӑхсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх ывӑлӗсене йӑх тӑрӑх салатса панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ, 30. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима пухӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнса-хӗпӗртесе уявланӑ; левитсемпе священниксем кашни кунах Ҫӳлхуҫана кӗвӗ сӑпрайӗ каласа мухтанӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Священниксем вара левитсен аллинчен [илсе тӑнӑ] юна сирпӗтнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах та священникӗсем сахал пулнӑ, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӑн тирне сӳсе тӑма ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа ӗҫ вӗҫленичченех тата ытти священниксем тасалса хатӗрленсе ҫитиччен вӗсене тӑванӗсем, левитсем, пулӑшса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене тасатас ӗҫре священниксенчен тимлӗрех пулнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара левитсем Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене тытнӑ, священниксем трупасем тытса тӑнӑ.26. И стали левиты с музыкальными орудиями Давидовыми и священники с трубами.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан священниксем вӗсене пуснӑ та, пӗтӗм Израиль ҫылӑхне каҫарттарас тесе, вӗсен юнӗпе парне вырӑнне тасатнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша пӗтӗм Израильшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнепе ҫылӑх парни кӳме хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Патшапа халӑх умне ҫылӑх каҫарттарма ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ, священниксем аллисене вӗсем ҫине хунӑ.23. И привели козлов за грех пред лице царя и собрания, и они возложили руки свои на них.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑкӑрсене пуснӑ, священниксем вӗсен юнне илнӗ те парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; унтан сурӑхсене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ; путексене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма священниксем шала кӗнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Аслӑ священник Азария тата ытти священниксем ун ҫине пӑхнӑ та — акӑ тилҫе унӑн ҫамки ҫинче.20. И взглянул на него Азария первосвященник и все священники; и вот у него проказа на челе его.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пирӗн вара — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр; эпир Ӑна пӑрахман, Ҫӳлхуҫана священниксем, Аарон ывӑлӗсем, тата хӑйсен ӗҫӗнчи левитсем ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир мар-и-ха, Ҫӳлхуҫа священникӗсене, Аарон ывӑлӗсене тата левитсене хӑваласа ярса, хӑвӑр патӑрта ытти ҫӗрсенчи халӑхсенни пек священниксем лартса тухрӑр?
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Священниксем хӑйсен вырӑнӗнче тӑнӑ, левитсем вара Давид патша Ҫӳлхуҫана мухтавлама тунӑ сӑпрайсемпе тӑнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫана Давид юррипе: «Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе аслӑланӑ; левитсемпе тӗлме-тӗл тӑракан священниксем трупапа кӑшкӑртнӑ, пӗтӗм Израиль ура ҫинче тӑнӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.