Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Чӑрмавӗ-мӗнӗ… — терӗм эпӗ хам айӑпа кӗнине сассӑмпа та палӑртса.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кашкӑрсем хушшинче кашкӑрла ӳлеме хушнине асра тытса, эпӗ те, ҫак обществӑн пӗр клиенчӗ, тӗрӗсмарлӑха, ултава тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, имшер, ӳпкевлӗ сассӑмпа ытти клиентсен урма-сурма, тип аҫа кӗрлевне ларма, вӗсен куссине кусма пӑхатӑп.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тӑр тетӗп! — ҫынсем те илтччӗр, «кукӑр алла тӳрлетме» пулӑшчӑр тесе, юриех сассӑмпа «милици шӑхличине шӑхӑрттаратӑп», сехӗрлентерсе, пӗлӗтелле чу! ярса «хурахлатӑп» эпӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кил, ҫи, — сассӑмпа ачаш туса йыхӑратӑп эпӗ Аҫтӑрхан хулинчи юлташ вырӑнне йышӑнма ӗлкӗрнӗ йытта.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Ҫапла, эпӗ сире йыхравлатӑп, — терӗм ӑна мӗнпе сӑйласси пирки кӑштах аптӑраса, ҫав вӑхӑтрах епле пуҫламаллине пӗлмесӗр, анчах хама сассӑмпа та, хӑюлӑхӑмпа та ыттисенчен пӗртте кая мар тытас килет.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аран тухакан сассӑмпа ӑна эпӗ хам вилнӗ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм тесе пӗлтертӗм.Я отвечал еле слышным голосом, что смерть была бы для меня счастьем.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Суккӑр ыйткалаканран ҫав тери хӑранипе, хам капитан умӗнче сехӗрленнине те манса кайрӑм, пӗрлехи алӑкӑн пӳлӗмне уҫрӑм та, суккӑр кӑшкӑрма хушнӑ сӑмахсене чӗтрекен сассӑмпа кӑшкӑрса ятӑм.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унта нӳхрепри пек тӗттӗм, эпӗ хӑйӑлти сассӑмпа «Джим» теме ҫеҫ ӗлкӗртӗм, вӑл манӑн чавса патӗнчех ахлатрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Унӑн, — терӗм эпӗ пӑшӑрханнӑ сассӑмпа, — йывӑр аманнӑ-и?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч ӗлӗк кам пулнине пӗлесси хамшӑн нимӗне те тӑман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫав хутсем мӗн ҫинчен каланине ыйткаларӑм, юри тунӑ сассӑмпа Катьӑсӑр кайма пултараймастӑп тесе те пӑхрӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӑхта, эсӗ сарӑччӗ-ҫке, — терӗм эпӗ чӗтренсе тухакан сассӑмпа.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗннӗ сухан шӑрши кӗрекен ларек патӗнче тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, аллӑма куртка тытса пули-пулми сассӑмпа: — Ак ку кама кирлӗ… — тенине астӑватӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1