Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑках вара ҫил-тӑвӑл хускалнӑ чухнехи пек, амӑшӗ таҫтан персе ҫитет.Тут подоспела мать, обрушив на Джонни вихрь бессильных упреков и материнского гнева.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Лось тутине аялтан тӑсса хучӗ, сӑнӗ сасартӑках хаярланчӗ, ҫӑварӗ тӗлӗнчи пӗркеленчӗксем сарӑлчӗҫ.Лось вытянул нижнюю губу, вдруг насупился, резко обозначились морщины у рта.
Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сасартӑках касса-касса ыратакан вырӑна алӑ лаппипе сисӗмлесе хыпаларӗ: «Юн!»
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Медицинӑна тетӗн-и? — халиччен курмӑш туса пурӑннӑ ҫыннӑн пачах та ку таранччен асӑрхаман енне, вӗр-ҫӗнӗ енне, ярр! асӑрханӑн сасартӑках, тем вӑхӑт пӑхса тӑчӗ йӗкӗт ҫине Дина.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урай варринче, йӗкене пӗлтӗр-р пӗтӗрсе янӑн, кӗпи аркине сывлӑш хумӗ ҫаптарса, вӑр-р ҫаврӑнчӗ те Кӗҫени, мӗл-мӗл ҫунакан ҫурта, сасартӑках кӑн-кан хуйханса, лап сӳнсе ларчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах ун пек пулмарӗ — ман пароход ҫинчи пурӑнӑҫ сасартӑках та хам намӑс курмалла татӑлса тӑчӗ.Но этого не случилось — моя жизнь на пароходе оборвалась неожиданно и постыдно для меня.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксене пурне те эпӗ хама лайӑх енчен кӑтартас тата юлташ мана ытларах юраттӑр тесе калатӑп; анчах кашни хутрах эп шутланӑ пек мар, урӑхла пулса тухать, хам Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни тата манӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен пӗлтерсенех, юлташ мана тӗлӗнтерсе пӑрахать: сасартӑках хӑйне ман умра мӑнаҫлӑн та сивлек тытма пуҫлать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пӗтӗм савӑклӑхӗ, хӑйне манпа тӑванла тыткаласси сасартӑках ҫухалчӗ, кулли те йӑлтах урӑхланчӗ, мана ют ҫӗршывран килнӗ хӗр мӗнле пулмалла пек туйӑннӑччӗ, вӑл та, ҫӳлӗ пӗвесӗр пуҫне, сасартӑках ҫавӑн пек пулса тӑчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑпа Дубков хӑйсем кама юратни ҫинчен савӑнсах калаҫаҫҫӗ (вӗсем сасартӑках темиҫе хӗре тата иккӗшӗ те пӗр хӗрсенех юратса пӑрахаҫҫӗ); Нехлюдов пачах урӑхла, ӑна хӑй темле хӗрлӗ ҫӳҫлине юратни ҫинчен шак хурса каласан, яланах хытӑ ҫиленет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне вӑл, кулянуллӑ шухӑшӗсене сасартӑках сирсе ярса мӑкӑртатма тата вак-тӗвекшӗн чӑркӑшма пуҫлани мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карчӑк тем каласшӑнччӗ, анчах сасартӑках шӑпланчӗ, питне тутӑрпа хупларӗ те, аллипе сулса, пӳлӗмрен тухрӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑл пуҫне епле тытнине, куҫхаршийӗсем мӗнле пӗркеленнине курсан, унӑн лӑпкӑ сӑн-пичӗ ҫине пӑхсан, Вуксан сасартӑках: Павӑл хӑй мӗн тӑвас тенине пӗлет, хӑй шухӑшне хӳтӗлеме хатӗр, тесе шухӑшларӗ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мана перрон ҫинче тӑракан анне «чи кирли» ҫинчен кӑшкӑрса каланисем асӑма килчӗҫ, вара паҫӑрхи уҫӑ сывлӑш та сасартӑках пӑчланса килнӗ пек туйӑнса кайрӗ, хурӑнӗсем те Мускав енчисенчен нимӗн чухлӗ те ытлашши лайӑх курӑнми пулчӗҫ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унтан сасартӑках пӗтӗм зал пӗр ҫын пек ахлатса ячӗ, — Птаха каллех таҫта татӑлса анчӗ, ӑна каллех тупаймаҫҫӗ, вӑл чӗрӗ юласса та шанма ҫук пек ӗнтӗ.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унпа кӗтмен ҫӗртен калаҫни мана сасартӑках лӑплантарчӗ тата вӑй хушса пачӗ.Неожиданный разговор с нею прибавил мне спокойствия и уверенности.
5 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мӗне кирлӗ пире унӑн шӑлӗсем? — сасартӑках кӑмӑлсӑрланчӗ Петя.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сасартӑках кӗпе вӗҫҫӗн тӑракан хӗре сивӗ-сивӗ пулса кайрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашшӗпе амӑшӗ те, ӑнсӑрт инкекпе сасартӑках сӑнсӑрланнӑскерсем, кулянӗҫ-кулянӗҫ те пӗр кана, ҫулсем иртнӑҫем, вӗсем те килтерӗшӗн кулленхи вак-тӗвекӗ хушшинче пӳкле вилӗмпе ҫӗре кӗнӗ ӑнӑҫсӑр хӗрне манӑҫа кӑларӗҫ, хушӑран кӑна, эрленсе, хаш сывлакаласа аса илкелӗҫ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте, пурте сасартӑках, тӑнчах, ӗмӗрлӗхех хӑй вырӑнне вырнаҫӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.