Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне ҫав ҫурт айне тахӑшӗ мул чавса пытарнӑ текен сас-хура сарӑлнӑччӗ.
XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ак, тӗслӗхрен, пӗр 15-20 ҫул каялла анимешниксен хушшинче яппун чӗлхине вӗренни анлӑ сарӑлнӑччӗ.
«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184
Пӗчӗк пӗвӗ тӑпӑл-тӑпӑлччӗ, пӗҫӗ шӑммисем сарӑлнӑччӗ, кӑрӑн-кӑрӑн кӑкӑрӗсем питех те куҫа курӑнмалла палӑратчӗҫ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Кӑшарни кукли пӗҫерсе, каччӑсене хӑпалас йӑла пирӗн патра та сарӑлнӑччӗ, халь пӑрахӑҫа тухрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сӑмах сарӑлнӑччӗ ӗнтӗ; эпӗ хам мӗн пулассине пачах тӗшмӗртместӗп, ҫапах та каласах терӗм, анчах Моллие питӗнчен пӑхатӑп та — кӑмӑлӑм сӳнет, сӑнӗнченех куратӑп — калама ирӗк памасть, кӳренӳпе тухса каять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсенчен пӗрне уҫсан, — хаклӑ сигарӑсен ӗнентерӳллӗ шӑрши ҫакӑнсӑрах кӳ! сарӑлнӑччӗ, — Давенант урӑх иккӗленмест.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Будки-Сновидовичи разъездӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑнах-ха, ку района партизансем пин ҫынна яхӑн килсе кӗни ҫинчен сӑмах сарӑлнӑччӗ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ку сӑвӑ каярахпа пӗтӗм Украинӑра сарӑлнӑччӗ.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӗтӗм йӑсӑрланса тӑратчӗ, тавраналла ҫуннӑ какай шӑрши сарӑлнӑччӗ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кун пирки хыпар хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ; таврари пур вырӑнсенчен те хресченсем ун патне йывӑҫсен тӗпӗсене илме пыратчӗҫ.Он стал известен как садовод; крестьяне со всего края приходили к нему за саженцами.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл «чир» ҫав ҫулсенче питӗ сарӑлнӑччӗ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Эсӗ тыт та — ту, — тӑрӑхласа кулса илчӗ Жуков: Глебов пуринчен кахал та наян пулни ҫинчен тахҫанах хыпар сарӑлнӑччӗ ӗнтӗ.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче сывлӑшри ҫапӑҫусем Хура тинӗсрен пуҫласа Шурӑ тинӗсе ҫитиччен сарӑлнӑччӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫак хыпар халӑхра чӑваш сӑмахӗсене ҫырасси пирки тухнӑ тавлашӑва пула сарӑлнӑччӗ.
Чӑваш орфографи словарьне кӑларас ӗҫе 2015-мӗш ҫула куҫарнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Вӑл Пӑвана ҫитсе кӗнӗ чухне хӗвел тухса сарӑлнӑччӗ, пасар кӗрлеме тытӑнчӗ.Когда он въехал в Буинск, солнце уже разгоралось, и базар зашумел, загудел, как пчелиный улей.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тутлӑ панулмисенчен, грушӑсенчен, сливӑсенчен, дыньӑсенчен пӗтӗм театрӗпе ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑччӗ.
I. Малтанхи тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Пӗр эрне каялла таҫтан Коробин пухӑва хӑй вырӑнне райком инструкторне Ксения Яранцевӑна, Егор тӑванне, ярать текен сас-хура сарӑлнӑччӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫутӑччӗ, тӗтӗм-сӗрӗмлӗччӗ тата еврей кухнин ҫивӗч шӑрши сарӑлнӑччӗ, анчах чӳречесенчен вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӗпе курӑк, ҫеҫке ҫурнӑ шурӑ акаци, ҫурхи сывлӑш техӗмлӗхӗ те уҫҫӑн киле-киле ҫапӑнса тӑчӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тиншӗксене французла калаҫма хистес йӑла-хӑтланӑш та анлӑн сарӑлнӑччӗ ҫаплах: бонжур, мусьё; бонн нюит, мусьё; вуле ву дю те, мусьё, — малалла та ҫавнашкалах, ҫав евӗррӗнех, шутласа кӑларасса та вӗсене кичемлӗхе, хупӑнчӑк пурнӑҫӑн ансӑрлӑхне вӑхӑтлӑха сирсе, пӑртак та пулин йӑпанассишӗн, службӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнле кӑсӑклану ҫуккине хуплассишӗн ҫех шутласа кӑларнӑччӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Полкри ҫамрӑк офицерсем! хушинче тиншӗксене тӗрлӗ акӑш-макӑшсемпе тӗнчере ҫук тамаша-таврашсене вӗрентес самай айванла, ача-пӑчалла та кулӑшла вӑйӑ сарӑлнӑччӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2