Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑр енче сакӑрвунӑ мильре сарӑлакан Вентана сьерри (Рио-Гуамини типсе ларнӑ пулсан, ҫулҫӳревҫӗсен ҫавӑнта каймалла пулать) пӗтӗмӗшпех урӑхла курӑнса выртать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫӗнӗ комиссар чунӗ Озеров умӗнче, шурӑмпуҫӗнче сарӑлакан чечек пек, хуллен кӑна уҫӑлма тытӑнчӗ те, ҫав чӗре ҫунса тӑракан хӗрлӗ ҫутӑ мӑкӑнь чечекӗн хуппи ӑшӗнчи пекех тулли пулнине курма пуҫларӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темиҫе минут тинкерсе пӑхса тӑчӗҫ ҫынсем малти вырӑнтан вырӑна куҫса сарӑлакан шупкарах кӑвак йӑлтӑркка ҫине.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кирек епле ҫурӑка та, ҫын вилни ҫинчен сарӑлакан хыпар пекех, васкавлӑн хӗсӗнсе кӗме, кирлӗ ҫын умӗнче пуҫ пӗкме ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем…Быстрые, как вестники смерти, они околпачивают людей и пролезают в любую собачью нору…
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Шурӑ ҫурчӗсем, вӗсен тӗрлӗ енӗпе пусмасем сарӑлакан пӗчӗк крыльцисем пӗр-пӗринпе юнашаррӑн пӗр виҫене тухса тӑратчӗҫ, бухта тӑрӑх вара ҫурма ункӑн туса лартнӑ пысӑк ҫуртсем вырнаҫнӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫлӑ, тӗлӗнмелле салху сарӑлакан пит-куҫсем те пулман-им?Как будто не было этих лиц со странно расплывающимся, водянистым взглядом.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кайӑк-кӗшӗк сасси ҫеҫ — улатакка шаккани, туратсем хушшине вӗҫкелекен сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем хаваслӑн чӗвӗлтетни е кӗпшӗл-кайӑк выҫтаххӑн чарлатни — ҫак пӑлхануллӑ та кичем, ҫемҫе хумсемпе сарӑлакан шава тӗрлӗрен сас-чӳ хушса тӑрать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗнчен качака такинчен сарӑлакан шӑршӑ капланать.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
46. Сирӗн чӗрӗр ан шиклентӗр, ҫӗр ҫинче сарӑлакан сас-хураран ан хӑрӑр; пӗр ҫулӗнче хыпар килет, тепӗр ҫулӗнче те — хыпар: «ҫӗр ҫинче — пусмӑр, пӗр патша — тепӗр патшана хирӗҫ!» 47. Ҫавӑнпа та Эпӗ Вавилон йӗрӗхӗсене айӑплас кунсем ҫитеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ намӑса юлӗ, урамӗсенче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.