Шырав
Шырав ĕçĕ:
Камӑн ку та пулман — вӗсем пасара никама кирлӗ мар япаласене илсе пынӑ; кӗвелсе пӑнтӑхнипе тутӑхнӑ подсвечниксем, айӑкӗсем лутӑрканнӑ симӗс самоварсем, ача вылямалли япаласем — пӗр-пӗр якалса кайнӑ кивӗ мулкач е кулӑшла пукане.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Лешӗ самоварсем вӗреме кӗнине, ытти ӗҫсем те пурте хатӗр иккенне пӑхса илчӗ те, аллисене кӗсъине чиксе; шӑл витер чӑртлаттарса сурчӗ, унтан хӑйне пысӑка хурса, Павка ҫине шурӑ куҫӗсемпе йӗрӗнчӗклӗн пӑхса, нимӗн хирӗҫ тавӑрса калама ҫук мӑнкӑмӑллӑ сасӑпа: — Эй, эсӗ, шӗлепке! Ыран сменӑна ултӑ сехетре кил, — терӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, пӗрмаях чупса ҫӳренипе ывӑнса ҫитнӗ Павка, ирхине ҫичӗ сехетре, хӑйне улӑштаракан сменӑра ӗҫлекен хулӑм питлӗ, усал куҫлӑ ачана вӗренӗ самоварсем парса хӑварчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл мӑшкӑлтӑк шывпа ларакан витресене йӑтса шӑтӑка кӑларса тӑкать, куб айне вутӑ хурать, вӗри самоварсем ҫинче йӗпе алшӑллисем типӗтет, хӑйне мӗн хушшине пурне те тӑвать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— А, ҫӗнӗскер, — калаҫса илчӗ лешӗ, — ну, вот мӗн, унӑн йывӑр алли Павка хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксе, ӑна самовар патне тӗртсе ячӗ, — самоварсем санӑн яланах хатӗр пулмалла, вӗсем, пӑх-ха, пӗри сӳннӗ, тепри аран сывлать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Санӑн ӗҫӳ, ачам, пӗчӗккӗ: ак ҫак куба вӗрететӗн, ирхине пулать ӗнтӗ вӑл, тата унта санӑн кирек хӑҫан та вӗретнӗ шыв пулмалла, вутӑ ҫуратӑн тата ҫак самоварсем те санӑн ӗҫӳсемех.

- 1