Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саланчӗҫ (тĕпĕ: салан) more information about the word form can be found here.
— Ҫавӑнти ҫынсем пуль-ҫке, паҫӑр киле саланчӗҫ.

— А-а, стал быть, давеча люди-то с моленья по домам разошлись?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем шавлама чарӑнчӗҫ те шӑппӑн килӗсене саланчӗҫ.

Мальчишки разом смолкли и нехотя разбрелись по домам.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм пула пуҫласан йӗпе шӑши пек исленнӗ ҫынсем чашӑкӗсене йӑтрӗҫ те: «Кайӑк чӳк! Кайӑк чӳк!» — тесе кӑшкӑрашса килӗсене саланчӗҫ.

Уже с темнотой мокрые, в прилипшей к телу одежде люди разобрали свою утварь и с криками «каек-чук! каек-чук!» разошлись по домам.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таҫта патшалӑхра саланчӗҫ, Пӑрҫа пек шапӑр сапаланчӗҫ.

Help to translate

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫынсем те саланчӗҫ, профессор Кабирпа та Ятманпа ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн халӑх ӗҫе сахалтарах тухрӗ, нумайӑшӗсем, кунта пӗр-икӗ сехете ҫеҫ килнӗскерсем, ытти ӗҫсене саланчӗҫ, ҫапах та ӗҫ ирхи кӳлӗмри пекех вӗресе тӑчӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Савӑнӑҫпа ҫиҫекен ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле классенелле саланчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Ял вӗҫӗнче кӗрт хӳсе тултарнӑ вырӑнта ярӑнакан ачасем шӑнкӑрав сассине илтсе чӑл-пар саланчӗҫ те часрах килӗсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑхри чӑваш ялӗсемпе ҫармӑс ялӗсенчен килнӗ ҫынсем мӗн пулса иртнине шавлӑн сӳтсе явса Сӑр шывӗ тӑрӑх сарӑлса выртакан анлӑ улӑхри йышлӑ сукмаксемпе килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн каччӑсемпе хӗрсем мӑшӑрӑн тӑчӗҫ те паркри сарлака аллейӑпа хӑйсен корпусӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑпах палӑртнӑ кун пуҫтарӑннӑ хӑнасем виҫӗ сехетре уйрӑм пӳлӗмсене саланчӗҫ: медиксем — пысӑк пӳлӗме, физиксемпе математиксем — пӗчӗкреххине.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алманчӑ саламатне атӑ кунчинчен кӑларма тытӑнсан пурте хурах кӑшкӑрнӑ пек ҫухӑрашса, такӑна-такӑна ӳксе килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ӗнисене каялла илме ҫук-и тесе килнӗ хӗрарӑмсемпе ачасем мӑрса хапхи умӗнче шуйӑхкаласа тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те йӗрсе тата вӑрҫса ывӑннӑ хыҫҫӑн пӗчӗккӗнех килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Стариксем йывӑр шухӑш-кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юри чӗнтернӗ боярсем, воеводӑсемпе думнӑй ҫынсем аслӑ князь палати тӗлӗнче чылайччен уткаласа ҫӳрерӗҫ те государь сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫаплипех килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет пӳрчӗ умне шӑппӑн ҫитсе тӑчӗҫ, туй шӑй-шайне кӑшт итлекеленӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех шӑппӑн килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпенех «артистсем» килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫынсем каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, саланчӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вун икӗ сехет тӗлнелле хӑнасем саланчӗҫ те аппӑшӗпе йӑмӑкӗ ҫывӑрма кӗчӗҫ.

К двенадцати часам гости разъехались, и сестры разошлись спать.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫак самантра Гленартан ҫӑлӑнса Джесси Регардпа Моргианӑран ҫавӑтӑнчӗ; Ева Джиолатипе юнашар утать, Гленар Аронта патне пырса тӑчӗ; пӗве хӗрринче тӗл пулма калаҫса татӑлса пурте тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Тотчас, спасаясь от Гленара, Джесси захватила Регарда и Моргиану; Ева пошла с Джиолати, Гленар подошел к Аронте; все разошлись, условившись сойтись у пруда.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed