Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рольне (тĕпĕ: роль) more information about the word form can be found here.
Репетици тума тытӑнчӗҫ те — акӑ хайхи! — иккӗшӗ те фашист рольне илесшӗн мар.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кашни хӑй рольне хӑй пӗлнӗ пек выляса кӑтартать пурӑннӑ чух: пӗрисем гримм туса, теприсем маскӑпа, хӑшӗсем ҫараллах, нимсӗрех…» — ҫапла шутласа пынӑ хыҫҫӑн: — Ӑнланмастӑп, — тет Стервиз, — вӑрман хитрелӗхӗпе хулари милици хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур унта?

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑх-халь епле вылять вӑл рольне.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ертсе пынипе ирттернӗ РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хальхи вӗрентӳ тытӑмӗнче педагогпа наставник рольне тата престижне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Кашни ачан пурнӑҫӗнче педагог рольне хаклама ҫук.

Роль педагога в жизни каждого ребенка неоценима.

Учитель кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3466575

— Айтар рольне епле вылярӑн?

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахальтен мар пул ӗнтӗ Ҫеҫпӗл рольне вылякан артист-сӑвӑҫ Иосиф Димитриев поэтӑн амӑшӗ патне гримӗ-мӗнӗпех чупса кӗрсен, тӑхӑрвуннӑри карчӑк хыпӑнса ӳкнӗ, макӑрса янӑ.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Социализмлӑ реализмӑн литературипе искусствинчи гуманизм — буржуаллӑ культурӑ этемӗн рольне пӗчӗклетнине, ҫынна пӗтерсе хума сӗкӗннине пачах хирӗҫле гуманизм.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пуян каччӑ рольне ун чух вылярӑм темелле.

Help to translate

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

В. И. Чапаев рольне Петр Назиу (Одессӑри консерваторире вӗренсе тухнӑскер) ӑнӑҫлӑ вылярӗ, Туркасова княжна рольне — Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк юрӑҫӑ Марта Понтрягина.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Унта вӑл литературӑн обществӑри рольне хӑй мӗнле ӑнланни тата мӗнле ӑнланмаллине каласа парать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Эпӗ ку ача рольне вылясшӑн марччӗ.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн студент-йӑтмарҫӑсем: Ула Тимӗр, хӑйӗн ҫавапа ҫулнӑ пекех йӑванса ӳкмелле ывӑннӑ йӑтмарҫӑ рольне сирсе ывӑтса, шалтан ирӗлсе, йӗлпӗркелесе, йӑпӑр-япӑр хӑйӗн «хура ӗҫ» брюки кӗсйинчен лешне, ҫӑмӑл апатран пушаннӑ пӗчӗк миххе, туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнпа юлашки хут хӑйӗн «хаклӑ ача» рольне выляса юлас терӗ: «Пӗлме-е-ен, пӗпме-е-ен манӑн аттепе анне ҫавӑн пек хыт кукарсем пулнине», — лаплаттарса хучӗ вӑл.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Хӑйӗн рольне те халлӗхе вӑл тӗплӗн ӑнлансах ҫитеймест.

И своей собственной роли он также не понимает.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Спектакльте чӑрсӑр рольне ӑста пултармалла ку!» — терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Журналист рольне выляса Олег Лаврентьев пулса иртнӗ ӗҫ, событи ҫинчен ҫырнӑ статьян тӗслӗхне вуларӗ.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Пӗрисем корреспондентсен рольне вылярӗҫ, теприсем «Хӗрлӗ ялав» хаҫат вулаканӗсем пулчӗҫ.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Тунтикун эсир тӗслӗх пулатӑр, анчах лидер рольне выляса ӗҫтешсен шухӑшӗсене шута илме ан манӑр.

В понедельник Водолеи станут примером для подражания, но играйте роль лидера, и не забывайте прислушиваться к мнению сослуживцев.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed