Шырав
Шырав ĕçĕ:
Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӑтра ҫӳҫлӗ пуп, ҫутӑ риза тӑхӑннӑскер, кӗлӗ юрри ӗнӗрлет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сеча тӗрӗс-тӗкӗлех ҫитни сахал, вӗсем тата Киеври Межигорски монастырӗн архимандричӗ валли ылттӑнран ҫӗленӗ риза тата Запорожьери Покров чиркӳне тӳлеме таса кӗмӗл укҫа илсе килнӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем валли кӗмӗл риза тумаллине те пӗри те тавҫӑрса илеймест.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эрех сирпӗнчӗ те ылтӑнланӑ риза ҫине тӑкӑнчӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Священник Иоанн атте, ырӑ та христоса юратакан сӑнлӑ ҫын, ылтӑнпа эрешленӗ риза тӑхӑннӑскер, шӑтӑк умне тӑнӑ та кадилине текех сулкалать, кадилинчен тутлӑ шӑршлӑ кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланать, хӑй хулӑн сасӑпа мӗкӗрет.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ чаплӑ риза тӑхӑннӑ хура ҫӗре пуҫҫапса, кукамай мана ак ҫакӑн ҫинчен каласа парать: пӗрре турӑ ҫынсем ҫине ҫиленнипе ҫӗр ҫине пӗтӗмпех шыв илтерсе лартнӑ, чӗрчунсене йӑлтах шыва путарнӑ тет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Карл Иваныч зал алӑкне уҫнӑ вӑхӑтра риза тӑхӑннӑ пуп молебен пуҫласа ячӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Улпутсен святкисенче тӑхӑннӑ пек, вӗсенчен пӗрисем риза, теприсем ашӑк, хӑшӗсем хӗрарӑм тумтирӗсем уртса янӑ пулнӑ.Кто в ризу, кто в попону, кто в бабью кацавейку, как ряженые на господских святках.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Риза хыҫа тӑрса юлчӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир Эльба ҫине каятпӑр пуль тесе шухӑшланӑччӗ, чӑнах та, ун ҫыранӗ патнех тухрӑмӑр эпир, анчах понтон кӗпер патӗнче ӑнланмалла мар япала тӗл пултӑмӑр: пирӗн ҫарсем кӗпер урлӑ каялла каҫаҫҫӗ иккен — Риза хулинелле.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лозневой комбат ушкӑнтан уйрӑлчӗ те тӳрех Юргин патнелле ҫул тытрӗ; шинелӗ ҫинчен тӑхӑнса янӑ плащ-палатки унӑн риза пек сарӑлса кайса, курӑк ҫийӗн сӗтӗрӗнсе пырать.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
8. Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм та сана куртӑм, ку ӗнтӗ санӑн вӑхӑту, юрату вӑхӑчӗ, пулчӗ; Эпӗ, риза аркине сарса, санӑн ҫарамасна хупӑрларӑм; сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм, тет Турӑ; эсӗ вара Манӑн пултӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫийӗнчи риза аркийӗн вӗҫӗ пӗтӗм Турӑ Ҫуртне тултарса тӑратчӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӳрӗлӗхе тӑрӑшсах шырасассӑн — тупатӑн ӑна, вара ӑна мухтавлӑ риза пек тӑхӑнса ярӑн.8. Если ты усердно будешь искать правды, то найдешь ее и облечешься ею, как подиром славы.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, Эсӗ мухтавлӑхпа аслӑлӑх тӑхӑннӑ; 2. Эсӗ риза вырӑнне ҫутӑ тӑхӑнатӑн, тӳпене чатӑр пек каратӑн; 3. ҫӳлти пӳлӗмӳсене шывсем ҫине туса лартатӑн, пӗлӗтсене Хӑвӑн урапу тӑватӑн, ҫил ҫуначӗсем ҫинче пыратӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер ҫӑмран тӗртнӗ ҫиелти риза тунӑ, 23. ҫиелти риза варрине ана тунӑ, ҫухи ан ҫуркалантӑр тесе ун тавра пир хӑю тытса ҫавӑрнӑ; 24. ҫиелти риза арки вӗҫне вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран нар улмисем туса ҫакса тухнӑ; 25. таса ылтӑнран шӑнкӑравсем тунӑ та шӑнкӑравӗсене ҫиелти риза арки тавра улмасем хушшине ҫакса тухнӑ; 26. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пекех, кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли ҫиелти риза арки тавра шӑнкӑрав та улма, шӑнкӑрав та улма пулнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр; 6. пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар; 7. унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2