Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстерессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ туса илеҫҫӗ, ҫапла майпа Чӑваш Енре тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/10/08/oleg- ... nika-seljs
Унсӑр пуҫне ҫав кунах видео ҫыхӑнупа Президент Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче пилӗк ҫӗнӗ шкул уҫас церемоние хутшӑнать.
Путин сентябрӗн 1-мӗшӗнче уҫӑ урок ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... rn-3416371
Ун пек ҫынсем Пушкӑртстанра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче пурӑнакан йӑхташсем хушшинче те пур.
Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969
РФ регионӗсенче «Наци кросӗ», «Раҫҫей йӗлтӗр вӑййисем» тата «Ял спорт вӑййисем» йышши пысӑк мероприятисем ирттересси спорта сарма тата ҫӗнӗ чемпионсемпе рекордсменсене воспитани пама пулӑшать, - палӑртнӑ Путин.
Путин Раҫҫейри физкультура юхӑмне аталантарма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3387555
Профиль секцийӗсемпе пленум ларӑвӗсене хутшӑнакансем инвестици ӗҫ-хӗлӗн опычӗпе тата инвестицисене явӑҫтарассипе, ҫавӑн пекех Раҫҫей регионӗсенче хӑтлӑ бизнес-климат йӗркелемелли меслетсене сӳтсе явӗҫ.
Паян Пӗтӗм Раҫҫейри V "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗ ӗҫлеме пуҫлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... at-3272636
ФАО регионӗсенче пуринче те, Ульяновск облаҫӗсӗр пуҫне, производство аталаннӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
2014 ҫулта ФАО регионӗсенче пуринче те, Самар облаҫӗсӗр пуҫне, промышленноҫ производствин аталанӑвне палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Мероприятие Чӑваш Ен халӑхне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцие хутшӑнакансене тата Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче пурӑнакансене халалланӑ.
Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav
«Чӑваш Ен тата Мир» пленар ларӑвне тӑван республикӑра Раҫҫей регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ, ют ҫӗршывсенчен те сахал мар килнӗ хӑнасем, федерацин, регионӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пухӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche
«Рейтинг» информаци агентстви ҫӗршывӑн регионӗсенче пурӑнакансен тупӑш шайне тишкерсе рейтинг хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре вӑтам класс йышлӑ мар // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32452.html
Кун пек ӗҫ Мускавра кӑна мар, пӗтӗм Раҫҫей регионӗсенче пырать.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Кӑҫал Тутарстан Республикинчи ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗ пурнӑҫласа пыракан, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче те ун пекки сахал социаллӑ ипотека программи ӗҫлеме пуҫланӑранпа пилӗк ҫул ҫитет.
Кризис ура хураймарӗ // Вера Александрова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.
Чи пахи вара тата пысӑк пӗлтерӗшли - Раҫҫейри мӗнпур регионӗсенче, ют ҫӗршывсенче пурӑнакансем нимӗнле чӑрмавсемсӗрех Чӑваш Ен пирки тӗрлӗ хыпарсене итлеме е курма пултараҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/06/news-3564453
Эфиопин тухӑҫри регионӗсенче пач урӑхла — ҫанталӑк кунта шӑрӑх та типӗ.
Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97
Ҫакна эпир Раҫҫей регионӗсенче пӑхӑнман журналистика ҫуккипе ҫыхӑнтаратпӑр, наци республикисенчи тӑрӑм вара уйрӑмах пӑшӑрхануллӑ.
«Ирӗклӗ сӑмах» пирки // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, «Пушкӑрт Республикинчи тутарсем шучӗпе тӗнчере иккӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ (Тутарстан хыҫҫӑн), ку вӑл пӗтӗм тутар халӑхӗн 20 проценчӗ. Вӗсем ытларах респуликӑн хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ регионӗсенче вырнаҫнӑ, шӑпах унта тутарсен йышӗ ытти халӑхсенчен самай нумайрах (уйрӑмах ялсенче)».
Тутарсен курултайӗ Пушкӑртӑн пӗр пайне Тутарстанпа пӗрлештересшӗн // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать.
«Юрма» витӗм кӳреймен: Чӑваш Ен экологи енчен таса шутланать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21606.html
- Ку чухне кӑнтӑр регионӗсенче пурӑнакан ырӑ мар шухӑшлӑ ҫынсем тӑтӑшрах пирӗн граждансен шучӗпе пуясшӑн.
Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
- 1