Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртне (тĕпĕ: пӳрт) more information about the word form can be found here.
Сахар каялла кӗрсе кайрӗ, малти пӳртне тухрӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑксем малтанах Якку атте патне мар, чиркӳ картишӗнчи хуралҫӑ пӳртне кӗчӗҫ.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар выльӑх пӳртне кӗчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Илтетӗн-и? — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Тилӗ ҫӗлӗкӗ, выльӑхсен пӳртне икӗ витре шыв йӑтса Хрестук кӗчӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне килнӗ евче пӳртне те кӗртмен.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малти пӳртне кӗмерӗ, вӑрӑм коридорпа ҫаврӑнса, кайрине кӗчӗ, шкапран кӗленче илсе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫрӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнтах Уля та типпе юлнӑ пулӑсене суйлама пуҫларӗ, ҫав хушӑрах Хветут пӳртне пӑр юхтарса кайни ҫинчен те каласа пачӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ мӗн курчӗҫ вӗсем: икӗ пӑр катрамӗ пӗр харӑсах темелле Хветут пӳртне икӗ кӗтессинчен пырса ҫапӑнчӗҫ те, кӗҫех ӑна хӑйсемпе пӗрле юхтарса кайрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртне шултӑра пӗренерен купаласа тунӑ, ҫине чус витнӗ, хӑмисем час ан ҫӗрччӗр тесе, шӑратнӑ сӑмала шӗвекӗпе витернӗ.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурал пӳртне пымалла тесен кашни пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗ — куланай пуҫтарма килнӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла иртсен ял халӑхне — кил пуҫӗсене пурне те — хурал пӳртне чӗнтерчӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна вӑл ҫав картишӗнчех хӑйне валли ҫӗнӗрен юсаттарнӑ пысӑк пӳртне пырса кӗрсен тавҫӑрса илнӗ пек пулчӗ.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӗнмелле турхана хурал пӳртне!

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял хурал пӳртне чӗнмелле ӑна пӗрре, — сӗнчӗ Пикментей.

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хаклӑ япаласене пӑлхава ертсе пыракансен пӳртне ҫекӗлсенчен ҫакса хунӑ та, кӗрен-тухан кашниех курма, курма ҫеҫ мар, патне пырса тытса пӑхма пултарать.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑрса хӑйӗн пушанса юлнӑ пӳртне кӳршӗри ватӑсене тата чи паллӑ юмӑҫа Аниккее чӗнтерчӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян вӗсене виҫҫӗшне те чиркӳ хурал пӳртне каялла хӑваласа ячӗ пулин те, лешсем унта нимӗн те тупаймарӗҫ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине Таланов Ахтупая лавсене сыхлама хӑварса Северьяна чиркӳ хурал пӳртне, Хусантан, Новоград Свияжскинчен, ытти ҫӗртен килекен ҫынсене йышӑнакан ҫӗре илсе кайрӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса вӑрҫасран шикленсе Иливан тимӗрҫӗсен пӳртне кӗрсе тӑмарӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗтел хушшинче ларакан ҫын хушнипе хурал пӳртне ҫӳллӗ те тӗреклӗ Сарыев мӑрсана илсе кӗчӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed