Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Капернаума ҫитнӗ; пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр? тенӗ.33. Пришел в Капернаум; и когда был в доме, спросил их: о чем дорогою вы рассуждали между собою?
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.28. И как вошел Иисус в дом, ученики Его спрашивали Его наедине: почему мы не могли изгнать его?
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫав ытарӑш ҫинчен ыйтнӑ.17. И когда Он от народа вошел в дом, ученики Его спросили Его о притче.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Пӳрте кӗрсен вӗсене: мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать, тет.39. И, войдя, говорит им: что смущаетесь и плачете? девица не умерла, но спит.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр пӳрте кӗрсен, вӑл сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус каланӑ ӑна: Симон, сана епле пек туйӑнать? ҫӗр ҫинчи патшасем хырҫӑ е куланай камран илеҫҫӗ? хӑйсен ывӑлӗсенчен-и е ют ҫынсенчен-и? тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унтан Иисус халӑхран уйрӑлнӑ та пӳрте кӗнӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӳрте кӗрсен Ачапа Унӑн Амӑшне Марийӑна курнӑ та Ачана ӳксе пуҫҫапнӑ; унтан арчисене уҫса Ӑна парнесем — ылтӑн, латӑн тата смирна — сӑйласа панӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ; 19. сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ хыҫҫӑн, ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, 2. Иудифь ура ҫине тӑнӑ та, хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине чӗнсе илсе, шӑмат кунӗсемпе уяв кунӗсене ирттерекен пӳрте кӗнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртеннӗ ывӑлӗ вара пӳрте кӗнӗ те Миди ҫӗрӗнче мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулни ҫинчен ашшӗне каласа кӑтартнӑ.--И вошел сын его радостно и рассказал отцу своему о чудных делах, бывших с ним в Мидии.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сарра вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗрне саламланӑ, вара Сарра вӗсене пӳрте илсе кӗнӗ.Сарра встретила и приветствовала их, и они ее, и ввела их в дом.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ииуй тӑнӑ та пӳрте кӗнӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пӳрте кӗрсессӗн вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка хупса хунӑ, вара Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Елисей пӳрте кӗнӗ, акӑ вилнӗ ача унӑн вырӑнӗ ҫинче выртать.32. И вошел Елисей в дом, и вот, ребенок умерший лежит на постели его.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ; 8. Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Хапха хуралҫи, тулӑ тасатаканскер, тӗлӗрсе ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ та,] Рихавпа Баана, пӗртӑвансем, тулӑ илме килнӗ ҫынсем пек пулса, пӳрте кӗнӗ; вӗсем Иевосфее хырӑмран чикнӗ те тухса тарнӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.