Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнесене (тĕпĕ: пӳрне) more information about the word form can be found here.
Эпӗ виҫҫӗмӗш хутри площадкӑра хама кӳрентернӗ йывӑр чӑматанӑма ҫӗкленипе сӑрӑлтатса ыратнӑ пӳрнесене сӑтӑркаласа ҫеҫ тӑтӑм, аялта алӑк ҫатлатса хупӑнчӗ те макинтош тӑхӑннӑ ҫӳлӗ ҫын пусма картлашкисем урлӑ яра-яра пусса ман ҫумранах иртсе кайрӗ.

Я стояла на площадке третьего этажа, потирая пальцы, онемевшие от проклятого чемодана, когда внизу хлопнула дверь и длинный человек в макинтоше, с кепкой в руке промчался мимо меня, прыгая через ступеньку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аллине хыттӑн чӑмӑртаса чуптурӑм та вӑл ман пӳрнесене майӗпен ҫеҫ чӑмӑртарӗ.

Я только крепко пожал ее руки и поцеловал их, и она в ответ тихонько сжала мои пальцы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм.

У меня был фонарик с динамкой, и нужно было всё время работать пальцами, чтобы он горел; но всё время работать невозможно, и я разжимал пальцы — тогда сразу становилось холодно, и всё возвращалось на свои места, и я начинал чувствовать снег, который заносил меня сквозь щели кабины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнкӑ сӑртпала пырсан-пырсан, эпӗ ӳпне кайса ӳкрӗм, вара, пӳрнесене ӗнсе ҫине хурса, йӗпе те сулхӑн курӑк ҫинче темӗнччен выртрӑм.

Я бегу по крутому холму, валюсь ничком на холодную, мокрую траву и лежу так, сплетя пальцы на затылке.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мӑнтӑркка пӳрнисене, темле ҫӑмлӑ хуртсене, купӑста хурчӗсене аса илтерекен пӳрнесене сиккелеттерсе, вӗсем калаҫнине итлет.

Он слушал их, шевеля толстыми пальцами, напоминавшими мне каких-то волосатых гусениц, кажется, капустниц.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька картишне кӗчӗ, эпӗ тумба ҫинче шӑла шаккаса, чӗтрекен пӳрнесене ҫӑвара чиксе лартӑм.

Петька зашел во двор, я сел на тумбу, стуча зубами и засунув в рот дрожащие пальцы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав сивӗ сасса, вӑрӑм та хытанкка пӳрнесене, куҫлӑх тытнӑ пӳрнесене аса илсе ҫиме чарӑнса шӑла ҫыртрӑм.

Я перестал есть и стиснул зубы, вспомнив этот холодный голос и руку с длинными сухими пальцами, в которой медленно качались очки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ барьер урлӑ вӑрӑм пӳрнесене ҫеҫ куратӑп.

но видел над барьером только руку с длинными сухими пальцами,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте мана баянпа калама вӗрентмен, вӑрра кӗнӗшӗн вара пӳрнесене шатӑртаттаратчӗ.

Меня отец на баяне не учил, а за воровство руки выламывал.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Эпӗ пӳрнесене хускатма хӑтланатӑп.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed