Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкскерсене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем пӗчӗкскерсене хӑйсем ҫыхнӑ нускисене, шӑккалат парнеленӗ.

Они подарили малышам носки, шоколад.

Ҫӗмӗрлере икӗ кинемей сусӑрсене юмах кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33603.html

Ҫавӑн пекех пӗчӗкскерсене машинӑра пӗччен, асӑрхавсӑр питӗрсе хӑварма юрамасть.

Также нельзя оставлять малышей одних в машине и без присмотра.

Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелле // Дмитрий ЯКОВЛЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/3734-kh- ... v-termelle

Анчах хӑрушсӑрлӑх «минтерӗсене» сӳнтермелле — вӗсем тӑрук ӗҫлесе кайсан пӗчӗкскерсене вӑйлах сиен кӳреҫҫӗ.

Но нужно отключить «подушки безопасности» — при резком срабатывании они малышам наносят сильную травму.

Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелле // Дмитрий ЯКОВЛЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/3734-kh- ... v-termelle

Ялтан тухсан 2-3 ҫухрӑмранах паллакансем тӗл пулса пире, пӗчӗкскерсене, каялла, атте-анне патне илсе килсе тавӑрса пачӗҫ.

Help to translate

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Кинемей пӗчӗкскерсене кучченеҫпе сӑйлать.

Help to translate

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Анчах пӗчӗкскерсене хӑйсене ҫеҫ киле пӗччен хӑвармалла мар.

Но малышей одних нельзя оставлять дома.

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Паллах, пӗчӗкскерсене пӑхма ҫамрӑк ашшӗпе амӑшне ҫӑмӑлах мар, анчах та вӗсем хӑйсене пулӑшакансем, ывӑлӗсен кукашшӗпе кукамӑшӗ, пуррине калаҫҫӗ.

Help to translate

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пӗчӗкскерсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене час-часах аса илтерсе тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ уроксем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пӗчӗкскерсене тӗрӗс утма, чупма, тата сикме хӑнӑхтарать, тӗрлӗ хусканусем тума вӗрентет.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

– Вылянӑ чухне те, заняти ирттернӗ чухне те куҫран пӗр шит те вӗҫертес ҫук пӗчӗкскерсене, – ӑнлантарать Н.Геннадьева.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вут пуленки пек пӗчӗкскерсене шелленипе ҫӗрӗпе макӑра-макӑра йӑтса ҫӳреттӗм.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed