Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрремӗш the word is in our database.
пӗрремӗш (тĕпĕ: пӗрремӗш) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Енри пӑр дружини — «Яльчики» команда республикӑн спорт историйӗнче пӗрремӗш хут КАҪХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри XIII Хоккей Фестивалӗн финалӗнче (Сочи хулинче иртнӗ) чаплӑ ҫӗнтерӳ турӗ.

Help to translate

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Пӗрремӗш вырӑна Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчисенче те ҫӗнсе илнӗ.

Help to translate

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн членӗн, халӑх промыслисен ӑстин 1997 ҫулта Чӑваш наци музейӗнче пӗрремӗш куравӗ иртнӗ.

Help to translate

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Пӗтӗмӗшле фортепиано класӗнчи преподаватель Л.А. Абдуллина калаҫу ирттернӗ, шкул ҫинчен, пӗрремӗш класа йышӑнни ҫинчен, шкулта мӗнле инструментсемпе выляма вӗренни ҫинчен каласа панӑ.

Help to translate

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн воспитанникӗсем Ача-пӑча искусство шкулне ҫитсе курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3781472

— Ку хутаҫа Мама кӳршӗ ҫуртри пӗр кинемие кайса пама хушрӗ-ха, — хӑйма илме кайма тухни пирки шарламарӗ Вова; ҫапла вӑл шикленсе Скорпиона пӗрремӗш хут суйрӗ.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова ӑна пурнӑҫра пӗрремӗш хут курать.

Help to translate

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Бригадирпа Арҫук мучи сӑмахӗсем ачана шутсӑр ҫунатлантарса янӑччӗ: ара, ӗҫе лавпа пӗрремӗш хут тухнӑ кунхине халӑхпа тан ӗҫленӗ-ҫке-ха!

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Макҫӑм Лекҫейчӑ, пӗрремӗш класс учитли, сӑмса айне йӗпетсе ҫӳрекенскерсене килӗштермест, ҫавӑнпа та, ачам, хӑвӑнах тасатма хӑнӑхмалла унашкал япалана…

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрремӗш класс, иккӗмӗш класс…

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Анчах ҫӑва ҫине хӑвӑн юратнӑ пӗрремӗш арӑму Силпи тата хӗрачу патне ан кай, выртчӗрех вӗсем канлӗн унта, чӗртсе тӑратаймӑн ҫавах вӗсене, халӗ ҫу уйӑхӗ мар, шӑнса хытма та пултарӑн.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тӗлӗкре хамӑн пӗрремӗш юратӑва Алюнана куртӑм.

Help to translate

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн хӗрачисене пытарнӑ хыҫҫӑн ку пӗрремӗш хут пулчӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗрремӗш куннех вӗсем «Родина» кинотеатра кайрӗҫ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чунӗ пӗр вӗҫӗм туртать ӑна ҫакӑнта хӑйӗн пӗрремӗш юратӑвӗпе Шерпикепе тӗл пулма.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сакӑр класс пӗтерсен сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн ҫак йӑмра патӗнче пӗрремӗш хут чуп тунӑ вӑл Шерпикене.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей хӑйӗн пӗрремӗш юратӑвӗн Шерпикен ҫурчӗ умӗпе иртрӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Тетей пӗрремӗш хут хӑйпе хӑй сасӑпах калаҫать, амӑшӗ Тетейӗн тӗлӗнтерекен сӑнне асӑрхарӗ, малтанах ҫухалса кайрӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кай кунтан, куҫӑм ан куртӑр сана, кунта пӗтӗмпех хамах тӑватӑп, пӗрремӗш хут мар арҫын ӗҫӗпе аппаланатӑп.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗрремӗш те юлашки хут илтем ҫавнашкал сӗмсӗрлӗхе.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку тӗле ҫурататчӗ вӑл манӑн пӗрремӗш ачана, шӑп та лӑп ҫу пуҫламӑшӗнче.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed