Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӗлӗшӗсенчен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Лавккаҫӑ тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗ те унтан таврӑннӑ чух алӑк суллинчен ҫапӑнса хӗрлӗ пӑрӑҫлӑ икӗ кӗленче, типӗтнӗ пулӑ тата тмин ҫӑкӑрӗ йӑтса килчӗ; вӗсене сӗтел ҫине хурсан стенари шкапран ҫӗҫӗ, хулӑн тӗплӗ ансӑр икӗ стакан кӑларса Ботреджа хирӗҫ вырнаҫрӗ, — пӗрремӗш сортлӑ сигара мӑкӑрлантарать, унашкаллине вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсенчен — контрабандистсенчен — йӳнӗпе сахал мар туяннӑ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Малтанхи тӗпчевре Давенант хӑйне «Гантрей» терӗ, унӑн хӑйӗн тахҫанхи пӗлӗшӗсенчен хӑшне те пулин «Тиррей Давенант» ятпа та — ку хаҫатри статьяран паллӑ пулма пултарать, «Гравелот» ятпа та — Ван-Конета пула хӑрушлӑха туртаканскерпе, — кӑсӑклантарас килмест.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Спринг икӗ уйӑхри шалӑвне ӗҫсе те выляса ячӗ, пӗлӗшӗсенчен хӑшӗ-пӗри патӗнче хӑналанчӗ, халӗ вара, Покета таврӑнас умӗн, шухӑша путрӗ: Коломаха ӑна мӗншӗн кирлӗ?
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Вӑл урамсем тӑрӑх ҫӳреме хӑрама пуҫлать, пӗлӗшӗсенчен хӑшӗнпе те пулин тӗл пулас мар тесе, вӑл хулан чи инҫетри кварталӗсене кайса ҫӳрет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Манпа пӗр ҫур сехет пек калаҫнӑ хыҫҫӑн тата кӑмӑлланине пӗлсен, Вера Павловна мана хӑй тытса пыракан мастерскойне илсе кайрӗ (теприне, маларах уҫнине, унӑн ҫывӑх пӗлӗшӗсенчен пӗри, ун пекех ҫамрӑк та питӗ лайӑх хӗрарӑм, хӑй ҫине илнӗ), халӗ эпӗ сана ҫавӑнта кайса мӗн курни-илтни ҫинчен каласа кӑтартӑп; унта курнисем маншӑн питӗ те ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле япаласем пулчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсем ҫинчен ҫийӗнчех хамӑн дневнике ҫырса хутӑм; дневнике вара эпӗ тахҫанах пӑрахнӑччӗ, халӗ ӑна пӗр пысӑк ӗҫ пулса иртнине (ун ҫинчен эпӗ сана, тен, пӑртак вӑхӑт иртсен каласа та кӑтартӑп-ха) ҫеҫ ҫырма пуҫларӑм.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1