Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлӗчӗ (тĕпĕ: пӗлӗт) more information about the word form can be found here.
Хӗвел анас умӗн, чӑнах та, пӗр татӑк ҫумӑр пӗлӗчӗ пӗрӗхсе иртрӗ те витерсех ҫумарӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килте пӗччен чухне ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килнине курсанах килтӗ ашшӗ-амӑшӗ вӗрентнӗ пек хӑвӑрт юшкана, алӑка тачӑрах хупса лартатчӗ, чӳрече каррисене каратчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Автобус, тусан пӗлӗчӗ ҫӗклесе, поселока ҫитсе кӗчӗ.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сывлӑшра тусан пӗлӗчӗ явӑнать.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Подполковник сӑн-пичӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек тулса кайрӗ, вӑл арестанткӑна, ҫав Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнчи Жанна д’Арка пӳлме хӑтланса кӑкӑрне сывлӑш тултарчӗ, пултараймарӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑра мар, пуҫ ҫине капланнӑ вилӗм пӗлӗчӗ айӗнчи хӑрушлӑхра мар, мирлӗ пурнӑҫра.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хутран-ситрен ҫумӑр пӗлӗчӗ килкелет те, вӗтӗ ҫумӑр ҫукалать.

Изредка набежит туча, идет мелкий дождь.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тем тери пысӑк ҫумӑр пӗлӗчӗ кӑвак пӗлӗте карса илчӗ.

Огромная туча заволокла все небо.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Инҫетре тинӗс пӗлӗтпе пӗрлешет те, тинӗсӗ ӑҫта пӗтнине, пӗлӗчӗ ӑҫта пуҫланса кайнине уйӑрса илме ҫук.

Вдали море сливалось с небом, и нельзя было различить, где кончается море и где начинается небо.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Упӑшкин кӑмӑлӗ — ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех тӗксӗм.

Help to translate

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун кулли ҫумӑр пӗлӗчӗ айӗнчен пер самантлӑха йӑлтӑр ҫуталса илнӗ хӗвел пекех сисӗнчӗ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ара, ун чухне патша куланайӗ, тӗрлӗ хырҫи-марҫи кӗрхи ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех капланса килетчӗ.

Help to translate

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Анчах пӗлӗчӗ иртсе каятчӗ те ҫанталӑк уяртатчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унӑн пуҫӗнче ҫӗр те пин шухӑш аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех пӑтрана-пӑтрана явӑнать.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах вӑл ҫавӑнтах хӑй йӑнӑшнине курчӗ: пӗлӗчӗ кӑна мар, кунта ҫумӑрӗ те халь-халь пулмалла пек тӑрать — Валерия Ивановна куҫӗсем те шывланнӑ!

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Таҫта ҫав кӑтра пӗлӗтсем хыҫӗнче тӑвӑллӑ ҫумӑр пӗлӗчӗ пытанса тӑрать.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӑхсамӑр, мӗнле ӑшӑ вырӑн тупнӑ вӑл! — янахсӑрланса, тӳрменнӗн ятлаҫса вӑрҫма пуҫларӗ ҫакскер аслати пӗлӗчӗ пек хура, чарӑк куҫӗнчен чӑлтӑр-чӑлтӑр хаяр хӗлхем сирпӗтсе.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тинех сахӑр хуҫи, сӑнӗ-питӗнчен катари-катари тӗтреллӗ аслати пӗлӗчӗ пек палӑри-палӑрми ӑмӑрланса-кӑвакарса, илтӗни-илтӗнми мӑркӑлтатса илчӗ, сӑмси айӗнчен тем мӑкӑр-мӑкӑрне те ҫӑрса, пӑтратса кӑларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха нумай вӑхӑт ҫумарӗ, чарӑнчӗ, пӗлӗчӗ те ҫухалчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каллех ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килет.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed