Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ: 35. хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ.и, узнав, что из Киликии, сказал: 35. я выслушаю тебя, когда явятся твои обвинители.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах та вӑл иудей иккенне пӗлсессӗн пурте харӑс кӑшкӑрса ярса: Эфесри Артемида аслӑ! тесе, икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Павел Верияра та Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн, Фессалоникӑри иудейсем унта та пырса халӑха хӗтӗртсе, пӑлхатса ҫӳренӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Суя тӗнлӗ ҫынсемпе иудейсем хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле Павелпа Варнавӑна тытса чулпа персе вӗлерме каварлашнӑ, 6. ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, кусем
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫӗрпӳрен те ҫакна пӗлсессӗн, Иисус Ӳтне Иосифа панӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус ҫавӑнта килнине пӗлсессӗн Унӑн ҫывӑх ҫыннисем Ӑна илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ун ҫинчен Вӑл ӑсран кайнӑ тесе калаҫнӑ.21. И, услышав, ближние Его пошли взять Его, ибо говорили, что Он вышел из себя.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ: 4. айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Фарисейсем ӗнтӗ синагогӑран тухсанах Ӑна епле пӗтерес пирки канаш тунӑ; ҫакна пӗлсессӗн Иисус унтан кайнӑ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, йӗркесӗр патша урсах кайнӑ, Александрия хулинче пурӑннӑ иудейсене анчах мар тулхӑрнӑ, пӗтӗм ҫӗршывӗпех пурӑнакан иудейсене те хӑрушла курайманнине кӑтартса, вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вӗсене пурне те пӗрле пухса мӑшкӑлтан та мӑшкӑл вилӗм аллине пама хушнӑ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филопатор, хӑй патне килнӗ ҫынсем каласа панипе, хӑйӗн аллинче пулнӑ ҫӗрсене Антиох туртса илни ҫинчен пӗлсессӗн, мӗнпур ҫарне — ҫураннисене те, юланутлисене те — хушу панӑ та йӑмӑкне Арсинойӑна хӑйпе пӗрле илсе Антиох ҫарӗ тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ Рафия ҫӗршывне тухса кайнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Никанор вара, Иудӑпа унӑн ҫыннисем Самари ҫӗршывӗнче пулнине пӗлсессӗн, вӗсене канӑҫлӑх кунӗнче пӗр чӑрмавсӑр тапӑнма шутланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Никанор, хӑйӗнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пӗлсессӗн, священниксем йӑла тӑрӑх парне кӳнӗ чухне Туррӑн аслӑ та сӑваплӑ Ҫуртне пынӑ, ҫав ҫынна тытса пама хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Никанор пӑлханса ӳкнӗ, нимӗнле тӗрӗсмарлӑх та туман ҫынпала иккӗшӗ хушшинче ҫирӗпленнӗ килӗшӗве татмалла пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда халӑха ир те, каҫ та Ҫӳлхуҫана кӗлтума, саккунсӑр, тӑван ҫӗрсӗр, Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх умӗнче Вӑл халӗ те унчченхи пекех Хӑйӗн пулӑшӑвне ятӑрччӗ, 11. тин кӑна кӑштах лӑпланнӑ халӑха Вӑл усал чӗлхеллӗ суя тӗнлисен пусмӑрне ан патӑрччӗ тесе тархаслама хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иуда ҫывӑхарса килни ҫинчен пӗлсессӗн, Тимофей хӗрарӑмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янӑ, мӗншӗн тесессӗн вырӑнӗ хӗсӗккине пула ку кереме ҫавӑрса илме май пулман.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иамния ҫыннисем те хӑйсем патӗнче пурӑнакан иудейсене ҫаплах тума шутланине пӗлсессӗн вара, 9. вӑл ҫӗрле Иамния ҫыннисене те тапӑннӑ, пристаньпе карапсене ҫунтарса янӑ, пушар ҫути хӗрӗх стадире ларакан Иерусалимра та курӑнса тӑнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Маккавейпа унӑн ҫыннисем, хӑйсен керемӗсене ҫавӑрса илнине пӗлсессӗн, халӑхпа пӗрле куҫҫулӗпе йӗрсе Ҫӳлхуҫана Израиле ҫӑлмашкӑн ырӑ Ангел ярса пама тархасланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.