Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ ҫынсем протокол ҫине алӑ мӗнле пуснине пӑхса тӑчӗ, унӑн пӑшӑрханни иртсе кайрӗ, чӗри вӑйсӑр тапма пуҫларӗ, кӳреннипе, нимӗн тӑвайманнипе куҫӗ куҫҫульпе тулчӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унтан ҫавӑн чухнех, анчах мартра: «Вӑрҫӑсем ун пек пӗтессе эп пӗлмен те…» — тени, кайран, вӑрҫӑ пуҫлансан, эпир шухӑшламан, вӑл мӗнле пуласса пӗлмен-чухламан вӑрҫӑ пуҫлансан, Петровкӑпа пынӑ чух: «Ӳснӗ эс, тӗрекленнӗ» тени, ун хыҫҫӑн вара кунта, шӑп ҫак госпитальте: «Сывӑ-и!», «Сывӑ-и!» текен ҫырусем кӗтни, мӗн чухлӗ ҫунни, пӑшӑрханни…
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Илтмен-и эс? — темӗнле пӑшӑрханни палӑрчӗ Соколов сассинче.Не слыхал? — В голосе Соколова вдруг прозвучало беспокойство.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Халӗ ҫеҫ пӑшӑрханни те, малтанхи тӗлӗнӳпе вӑрттӑн шиклӗхӗ те ҫук ӗнтӗ унӑн; Муций тухса кайсан тепӗр куннех Фабий ун портретне ӳкерме тытӑнчӗ те арӑмӗн сӑнӗнче малтанхи тасалӑха тупрӗ… вара ҫӑмӑл та тӗрӗс ӳкерме пикенчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Пурин те чӗрисем пӑлханаҫҫӗ, анчах тӗрлӗрен: Люба тӗксӗмленет, Зойӑпа Верунька Никоновӑн пичӗсем ҫинче пӑшӑрханни палӑрать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Гриша мӗншӗн пӑшӑрханни вулакансене паллӑ ӗнтӗ: унӑн кӗсйинче-ҫке-ха «А» саспаллиллӗ хӗрлӗ ялав, вӑл ӑна пытарнӑ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Григорий Васильевич Сергейӗн нервисем хускаласран хӑраса пӑшӑрханни, телее хирӗҫ, кӑлӑхах пулчӗ.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Иннокентий сассинче чӑннипех пӑшӑрханни илтӗнчӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн пит-куҫӗнче пӑшӑрханни палӑрчӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унта Кудинова 1948 ҫул вӗҫӗнче Тури Дон казакӗсем хӗрлисемпе килӗшӳ туса фронта пӑрахнӑшӑн ӳкӗнни тата ҫакӑншӑн чӗререн пӑшӑрханни ҫинчен ҫыру яма хушаҫҫӗ.
LV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тимофей Ильич пӑшӑрханни сӑлтавсӑр пулман.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Вӗсем пӑшӑрханни чӑнах та пулса тухсан? — шухӑшларӗ вӑл.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Генералсен сӑнӗсенче — вӗсем пачах та пӗр евӗрлӗ пулман пулсан та — хӑйсем пӗлменшӗн пӗр пекех пӑшӑрханни палӑрчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Полковник сӑмахӗсенче вӑл пӗтӗм дивизин малашлӑх кунҫулӗшӗн хыттӑн пӑшӑрханни палӑрнӑ.В словах полковника чувствовалась гнетущая его тревога за судьбу дивизии.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл хытӑ пӑшӑрханни палӑрчӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе пӑшӑрханни сисӗнчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах кӑнтӑрла пӗртте канмасӑр, ҫӗр ҫывӑрмасӑр пӑшӑрханни, чӑнах та, хӑрушӑ ҫав; ҫывӑрмасӑр тепӗр икӗ-виҫӗ талӑк ирттерес пулсассӑн, Вера Павловна упӑшкинчен те хытӑрах чирлесе ӳкнӗ пулӗччӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑшӑрханни те нимех те мар пулнӑ пулӗччӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.