Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ телевизор ҫинчех Туруновӑн, анчах пӑхас килсе пӑхмасть вӑл унталла.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗрсех мӗн те пулин ҫырнӑ вӑхӑтра Таранов ун пек-кун пекки ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫав куҫҫульсенчен пӗрин ҫине те ҫын йӗрӗнсе пӑхмасть, хӑравҫӑ тата чунӗпе йӑшса ларнӑ вӑйсӑр ҫын йӗни кӑна пире киревсӗр туйӑнать…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Чир-чӗрӗ, аманасси вара ҫанталӑкне те, каҫпа-ирпене те пӑхмасть.
Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/
Униҫ инке вальс ташлама ӑстах мар пулас, урисене час-часах пӑтраштарса ярать, анчах вӑл ӑна-кӑна пӑхмасть, упӑшкипе танах ҫаврӑнма тӑрӑшать.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Чӗпписене те йӗркеллӗ пӑхмасть, ҫурри ытла вилсе пӗтнӗ, тахҫанах кӑларса ҫапмалла ӑна фермӑран.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑнах, хӑш-пӗр чухне этем йӗри-таврари илеме сӑнаса пӑхмасть, унӑн ытармалла мар пархатарлӑ сӑн-сӑпатне асӑрхамасӑр, чунсӑр ҫыннӑн пурнӑҫӗпе пурӑнать.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ывӑннӑ урисене аран-аран сӗтӗрсе мастер хӑйӗн будкине кӗрсе каять, тек ачасем мӗн хӑтланнине те пӑхмасть вӑл, хӑйне темиҫе ҫул хушшинче мӗн чухлӗ кӳрентернине аса илме тытӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Парамуна мӗн ӑна: ҫын куҫӗнчен пӑхмасть вӑл, ҫулталӑкӗпех ӗҫлет, ҫулталӑкӗпех хуралта.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫитменнине тата, хӗр ун ҫине пуҫ ҫӗклесе те пӑхмасть — ҫӑвать те ҫӑвать.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Никам ҫине те пӑхмасть хӑй, аллине пӗчӗк пашалу тытнӑ та ӑна кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлать.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Никам ҫине те пӑхмасть вӑл, пӗр сӑмах та чӗнмест.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Никам ҫине те пӑхмасть, яшкине хутран-ситрен ҫеҫ сыпкалать, ҫӑкӑрне пӗр тӗпренчӗк ҫеҫ ҫыртать.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кушакӗ хӑнк та тумасть, шӑшисем ҫине хӑрах куҫӗпе те ҫаврӑнса пӑхмасть.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Амӑшӗ тӑтӑшах «ӗҫсӗр аптраса аппаланатӑн» тенине те пӑхмасть вӑл…
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Халь вӑл никам ҫине те пӑхмасть.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Ман арӑм санашкал шӗвӗрккесем ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасть.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Арӑмне куҫран пӑхмасть, унпа сӑмах хушма хӑрать.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ваҫук Ультие шаннӑ та, хӑйсем ӑҫталла утнине те пӑхмасть.Доверившись подружке, Вазюк ни о чем не спрашивает, глядя под ноги.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чир-чӗр йӗпе-сапана та, ҫил-тӑман алхаснине те пӑхмасть.
Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/